Вторник, 13 октября

Пахалӑхлӑ акса хӑварасшӑн

Пахалӑхлӑ акса хӑварасшӑн

Ҫанталӑк пӗр евӗр тӑмасть пулин те округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.  Ҫӗр ӗҫченӗсем мӗн палӑртнине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ лартса-акса хӑварасшӑн.

Апрелӗн 29-мӗшӗ тӗлне округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем 6711 гектар ҫине (палӑртнин 71 проценчӗ) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акнӑ. «Родина» ООО, «Искра», «Урожай» колхозсем, «Рассвет» ял хуҫалӑх предприятийӗ, А.Ю.Орешкинӑн, Г.В.Атласкинӑн фермер хуҫалӑхӗсем тыр-пул акассине вӗҫленӗ.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗрулми лартма пуҫланӑ.  Ҫак ӗҫе 20 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ. Хуҫалӑхсем 20 гектар кишӗр, 37 гектар  вӑрлӑхлӑх сухан, 200 гектар горчица, 971 гектар выльӑх апачлӗх культурӑсем акнӑ.

Ҫураки малалла пырать. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ытти культурӑсене те акма-лартма пуҫлӗҫ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *