Вторник, 13 октября

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Чӑваш Енри аграри секторӗ лайӑх хӑвӑртлӑхпа   ӳссе пырать. Эпир хамӑра тӗп апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтернипе ҫеҫ мар, отрасле малалла аталантармалли майсене те хушса пыратпӑр.

Регионӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессинче вак тата вӑтам хуҫалӑхсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. 2020 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен эпир вӗсене аталантарма 2 миллиард тенке яхӑн уйӑртӑмӑр. Ку вӑл ахаль инвестици мар, ҫӗр ҫинче ӗҫлекенсене, пирӗн ҫемьесене тӑрантаракансене, ӗҫ вырӑнӗсем тӑвакансене пулӑшни.

Регионти Министрсен Кабинечӗ халӗ ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене пулӑшма 44,7 миллион тенкӗ ямаллине ырларӗ. Ку пирӗн экономикӑна ҫирӗплетес, республикӑри пурнӑҫ шайне ӳстерес енӗпе пӗлтерӗшлӗ утӑм». 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *