Вторник, 13 октября

Вӗренме илеҫҫӗ

Вӗренме илеҫҫӗ

Ҫак кунсенче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен мӑшӑрӗсемпе тата амӑшӗсемпе тӗл пулнӑ. Калаҫу ҫар ҫыннисен ачисене аслӑ пӗлӳ илме пулӑшасси тавра пынӑ.

Олег Алексеевич республикӑра ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене тата вӗсен ҫемйисене тӗрлӗ енлӗн пулӑшу кӳнине ҫирӗплетнӗ, пуласлӑха хамӑрӑн пӗрле тӑрӑшса, плансем туса, вӗсене пурнӑҫа кӗртсе тумаллине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та ачасене аталанма майсем туса парасси тӗп вырӑнта пулмалла.  

СВОна хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисем аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене уйрӑм квотӑпа вӗренме кӗме пултараҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫакӑн пек 360 вырӑн   уйӑрнӑ пулнӑ, ҫӑмӑллӑхпа 63 ҫын усӑ курнӑ. Кӑҫал 320 квота пулӗ.

Тӗлпулура Олег Алексеевич салтак амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсен ыйтӑвӗсене те туллин хуравланӑ. Пуҫтарӑннисем юридици пулӑшӑвӗ илессине, контракт ҫырнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ тӳлевсене тивӗҫессине, фронтран таврӑнакансене ӗҫе вырнаҫтарассине тата урӑх профессие алла илмелли мелсене сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Эпир салтаксемпе вӗсен ҫемйисене тӗрлӗрен пулӑшу кӳретпӗр. Ҫав шутра — вузсене кӗнӗ чухне уйрӑм квотӑсемпе тивӗҫтерни. Кӑҫал ҫакӑн пек 320   вырӑн уйӑрнӑ».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *