Вторник, 13 октября

Ыйтӑм пырать

Округра Комсомольски ялӗнчи Мухтав монуменчӗн ҫӗнӗ сӑн-сӑпачӗ пирки ыйтӑм  (опрос) пуҫланнӑ.

Унӑн 2 дизайнне хатӗрленӗ (сӑн ӳкерчӗксенче). Пӗрремӗшӗ  — 12 чул  паллӑсем вырнаҫтарни (округри 12 территори уйрӑмне палӑртать), иккӗмӗшӗ —  салтак палӑкӗ ҫийӗн шпиль — юпа вырнаҫтарни. Вӗсенчен сирӗн хӑвӑра килӗшекеннине суйласа илмелле. Хӑвӑр шухӑшӑрсене округ администрацийӗн сайтне, «ВКонтакте», «Телеграм» каналсене кӗрсе палӑртма пултаратӑр. Монумент палӑк анчах мар, пирӗн астӑвӑм та, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пирӗн пуласлӑхшӑн вилнисене пуҫ тайни, вӗсен ячӗсене асра тытни те. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *