Вторник, 13 октября

Аслӑ ҫултисем старта тухнӑ

Мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн» республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Дамир Сабиров, ЧР Патшалӑх канашӗн председателӗн пулӑшуҫи Василий Шоркин, «Кӗтне» ФСК директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Вениамин Белков, Мускавран килнӗ хӑна — ӑмӑртӑвӑн тӗп спонсорӗ Сергей Ильин та хутшӑннӑ. Вӗсем старта тухакан аслӑ ҫулти спортсменсене ӑнӑҫлӑн финиша ҫитме, лайӑх кӑтартусемпе палӑрма суннӑ.

Ветерансем 5 тӗрлӗ дисциплинӑра ӑмӑртнӑ: ҫӑмӑл  атлетикӑра, шывра ишессипе, винтовкӑран тӗл перессипе, дартс вӑййинче тата хутӑш эстафетӑра.

Ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем ҫинчен тӗплӗнрех хаҫатӑн ҫитес номерӗнче пӗлтерӗпӗр.  

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *