«2025 ҫулта «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программипе 1555 пуҫаруллӑ проект 3,3 миллиард тенкӗлӗх, вӑл шутран 80 проценчӗ республика бюджетӗнчен, ӗҫе кӗртме палӑртатпӑр. Чӑваш Ен ку енӗпе Атӑлҫи федераллӑ округра 1-мӗш вырӑн йышӑнать», — палӑртнӑ ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Пирӗн округра «Детский мир» ятпа 3, «Развитие сельской инфраструктуры» ятпа 7, «Наши дороги» ятпа 15, «Благоустройство села» ятпа 11, «Твой выбор» ятпа 10, «Удивительная вода» ятпа 2 проект ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтанхи кӑтартусем те курӑмлӑ. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче масар ҫине каякан ҫул тунӑ, Хирти Выҫли ялӗнче масар ҫинче тирпей-илем кӗртме тытӑннӑ. Тукай Мишер ялӗнчи Школьная урама асфальтлӑ ҫул сарнӑ. Унта 8314389 тенкӗпе усӑ курнӑ. Вӑл шутран 1662877 тенкине пуҫаруллӑ проектпа ял ҫыннисенчен пуҫтарнӑ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи Нӗркеҫ ялӗнчи А.Николаев ячӗллӗ тата Октябрьская урамсенче те вак чул сарас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Кунта «Батыревская» ДПМК ООО ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Кӗҫех округӑн ытти территори уйрӑмӗсенче те пӗрле палӑртнӑ пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫлас енӗпе ӗҫсем пуҫланӗҫ.

