Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра юн тӑкнӑ, яла таврӑнсан мирлӗ ӗҫре вӑй хунӑ ҫынсем пирӗн хушӑра юлмарӗҫ. Анчах та вӗсен ачисем, мӑнукӗсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ашшӗсен, аслашшӗсемпе кукашшӗсен ячӗсене асра тытаҫҫӗ, наградисене упраҫҫӗ. Ҫак кунсенче редакцире Комсомольски ялӗнче пурӑнакан В.Н.Макарова пулчӗ, ашшӗн докуменчӗсемпе наградисене илсе килсе кӑтартрӗ.
Эпӗ вӗсемпе паллашнӑ май Николай Александрович Чернов пирки «Октябрь ялавӗ» хаҫатра пичетленнӗ материалсене шыраса тупрӑм тата ытти ҫӑлкуҫсене те пӑхса тухрӑм. Вӑл чӑннипех те вӑрҫӑра паттӑр салтак пулса ҫапӑҫнине, тӑван тӑрӑхра тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленине пӗлтӗм.
Николайӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑлах килмен. Вӑл ултӑ ҫулта чухнех ашшӗ тифпа чирлесе ҫӗре кӗрет. Амӑшӗ темӗнле хӗн пулсан та ывӑлне вӗрентме тӑрӑшать. Комсомольски вӑтам шкулӗнче 8 ҫул вӗренсен арҫын ача ҫемьене пулӑшас тесе 1941 ҫулта «Большевик» колхозра конюхра ӗҫлеме пуҫлать. Малалла вӗренес шухӑша та пӑрахмасть вӑл, пӗлӳ илсе ҫар командирӗ пулма ӗмӗтленет. Анчах тӗллевсене пурнӑҫлама пирӗн ҫӗршыв ҫине нимӗҫ фашисчӗсем тапӑнса кӗни чӑрмантарать. Хӗвеланӑҫӗнче вӑрҫӑ кӗрленӗ, яла хурлӑхлӑ хыпарсем килме пуҫланӑ. Николай темиҫе хутчен те хӑйне вӑрҫа яма ыйтса ҫар комиссариатне пырса каять. Ҫул ҫитменнипе ӑна каялла яраҫҫӗ.
1943 ҫулта вара Николай Чернов салтак шинелӗ тӑхӑнать. Вӑл вӑхӑтра каччӑ вунҫичӗ ҫулта анчах пулнӑ. Канашра снайперсен ротинче 2 уйӑх вӗрентсен ӑна фронта яраҫҫӗ. Кунта вӑл автоматчиксен ротине разведчиксен ушкӑнне лекет. Пирӗн обществӑлла корреспондент В.Воронков «Октябрь ялавӗ» хаҫатра 1994 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче пичетленӗ «Вӑл разведчик пулнӑ» статьяра Н.Чернов каласа панисене ҫырса кӑтартнӑ. «Хӑрушӑччӗ ӗнтӗ разведчик служби. Нимӗҫсен блиндажӗсене кӗрсе мӗн чухлӗ «чӗлхе» илсе килмен-ши эпир хамӑр пата. Сиснӗ вӑхӑтра нимӗҫсем вутлӑ «ҫумӑрпа» ӑсататчӗҫ пире. Хӑнӑхатӑн пулӗ ҫав. Чӑтнӑ, хӑраман. Питӗ кирлӗ «чӗлхе» тытса килсен наградӑсемпе чыслатчӗҫ. Разведкӑна эпир час-часах пиллӗкӗн-улттӑн ҫӳренӗ, хӑш чухне вуннӑн та кайкаланӑ. Пӗррехинче улттӑн разведкӑна кайрӑмӑр. Нимӗҫсен блиндажӗ патне вӑрттӑн шуса пытӑмӑр. Часовой тӑрать, вӗлерме тиврӗ. Блиндажра нимӗҫ салтакӗсемпе кӗске ҫапӑҫу пулса иртрӗ. Офицерне (обер-лейтенанта) хамӑр пата илсе ҫитертӗмӗр. Пире «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑларӗҫ».
Николай Александрович вӑрҫӑра чылай ҫапӑҫусене хутшӑнать. 1944 ҫулхи январь уйӑхӗнче Волхов патӗнче хаяр тытӑҫусенче пулать. Унӑн аса илӗвӗ тӑрӑх унта 11 пин ытла совет салтакӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫак ҫапӑҫусем Ленинград блокадине татас тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Унти хӑюлӑхпа хастарлӑхшӑн Н.Чернов «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале тивӗҫнӗ. Ун хыҫҫӑн Псков хулине ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнать. Маннергейм линине ҫӗмӗрнӗ ҫӗрти хаяр ҫапӑҫусенче пулать.
Малалла вӗсен полкӗ Польша ҫӗрӗ ҫине кӗрет. Унти хуласене ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫать. Уйрӑмах Николай Черновшӑн Данциг хулишӗн пынӑ ҫапӑҫу асӗнче юлнӑ. Кунта вӑл аманать. Госпитальте тӑна кӗрсен харӑсах икӗ лайӑх хыпар илтет. Данциг хулине ирӗке кӑларнӑ иккен, унти ҫапӑҫусенче хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна иккӗмӗш хут «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ. Хӑйӗн чаҫӗ инҫетрех мар пулнине пӗлсен лайӑх сывалса ҫитмесӗрех госпитальтен каять, каллех строя тӑрать. Балтика тинӗсӗ хӗрринчи хуласемшӗн пынӑ ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Н.Чернов кӗҫӗн сержанта Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ.
1945 ҫулхи май уйӑхӗнче вӑл поляксен тӗп хулине ирӗке кӑларассишӗн юн тӑкать. Ҫакӑншӑн ӑна «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль парса чыслаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ умӗн вӑл 52018-мӗш номерлӗ Польша наградине те тивӗҫет.
Николай Александрович Берлина илнӗ хыҫҫӑн Рейхстаг патӗнче пулнӑ. Эльба шывӗ хӗрринче Америка салтакӗсемпе тӗл пулнӑ.
Кӑкӑр тулли орден-медальлӗ салтак ҫуралнӑ яла 1946 ҫул вӗҫӗнче ҫеҫ ҫаврӑнса ҫитет. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан тӳрех мирлӗ ӗҫе кӳлӗнет. Чылай ҫул вӑл Ленин ячӗллӗ колхозра бригадирта, председатель заместителӗнче тӑрӑшать. Каярахпа кладовщикра, трактор бригадинче вӑй хурать. Ултӑ ҫул хатӗрлев кантурӗнче ӗҫлет. Заправщик та пулать вӑл, платниксен бригадине те ертсе пырать. Кирек ӑҫта пулсан та вӑл хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартать. Хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑшӑн чылай наградӑна тивӗҫет. 1985 ҫулта ӑна Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн 1-мӗш степеньне панӑ.
Николай Александрович час-часах шкулсенче пулса ачасемпе тӗл пулнӑ, вӗсене патриотизмла воспитани парас ӗҫе хутшӑннӑ. Унӑн паттӑрлӑхӗпе ырӑ ӗҫӗсем нихӑҫан та ан манӑҫтӑрччӗҫ.
Юрий Гаврилов.

