Вторник, 13 октября

«Манӑн сасса илтрӗн пулсан веҫех йӗркеллӗ, анне, ан пӑшӑрхан»

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче сапер ротин инженерӗсен уйрӑм тӗллев — штурма кӗме ҫул уҫмалла, окопсене тасатмалла, тӑшман валли минӑсем лартмалла… Ҫак ӗҫсене йывӑр условисенче пурнӑҫламалла, тӑшман — темиҫе ҫӗр метртах. Пурне те хӑвӑрт вӗренмелле, ӗҫлемелле — тытӑҫу хирӗнче пӗрре кӑна йӑнӑшма пулать… «Пастух» позывнойлӑ Юрий Абукин та Херсон енче ҫак яваплӑ тивӗҫе виҫҫӗмӗш ҫул пурнӑҫлать.

Пушарпа икӗ талӑк кӗрешнӗ

Тулли мар мобилизаци пуҫлансан 3 ачаллӑ 44-ри арҫын патне те повестка ҫитнӗ.  Ҫавӑнтанпа Юрий Геннадьевич СВОра неонацистсемпе кӗрешет.  Нумаях пулмасть вӑл отпускра 5-мӗш хутчен пулчӗ.  Отделени командирӗпе ҫав вӑхӑтра тӗл пулма май тупрӑмӑр. 

«Херсон облаҫӗнчи Крынки. Тӑшман пирӗн енне каҫрӗ.  Пире контрактниксене пулӑшма ячӗҫ.  Ротӑран 4 ҫын кайрӑмӑр.  Унта вӑхӑт иртмест-ҫке. 10 кунлӑха терӗҫ те тепӗр 5 кун тӑсрӗҫ. Пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнса ҫывӑртӑмӑр,  кунӗн-ҫӗрӗн ҫав тумпа, тарлатӑн, варланатӑн. Шӑршӑ та кӗрет пуль. Эпир ӑна туймастпӑр. Кам ҫумне те пулин йӑпшӑнатӑн та ӑшӑ, лайӑх. Ҫывӑрма хӑтланатпӑр. Дронсем пӗр чарӑнми вӗҫеҫҫӗ, переҫҫӗ. Ҫӗр чӗтреннипе силленсе выртатӑн. Тӗлӗрсе каятӑн кӑна — аманнисене илсе тухма чӗнеҫҫӗ. Вӗсене хамӑр ҫине хурса хырӑмпа шуса та ҫапӑҫу хирӗнчен кӑларатпӑр. Вилнисене те илсе тухатпӑр. Кӗлеткинчен туртатӑн та — тахҫантанпах выртаканскер татӑлса юлать. Эпӗ  лутра та имшеркке. Анчах хӑранӑ чухне хам виҫерен те йывӑртарах ҫӗклеме пултаратӑп. Наҫилккана ҫынсем хулпуҫҫипе йӑтаҫҫӗ пулсан манӑн алӑ вӑйӗпе ҫӗклеме тивет.

Чи хӑрушӑ уйӑх вӑл — ҫу. Кашни ҫул мӗн те пулин йывӑрлӑх тупӑнать. Пӗлтӗр мана командировкӑна ячӗҫ. Вӑрманта пурӑнтӑмӑр. Тӑшман печӗ, печӗ… Вӑрман ҫунма тытӑнчӗ, вут чӗлхисем йывӑҫ тӑррисем ҫийӗн сикрӗҫ. Чӑтма ҫук шӑрӑх ҫанталӑк. Пирӗн складсем ҫунма тытӑнчӗҫ. Снарядсем пуҫ тӑрринчен вӗҫеҫҫӗ те вӗҫеҫҫӗ. Шыв енчен питӗ йывӑрччӗ. Шыв ҫук. Рота командирӗ пӗр лаптӑка сӳнтерме хушрӗ. Чи лайӑх ҫар хатӗрӗ пирӗн — савук кӗреҫе. Икӗ талӑк ҫывӑрмасӑр пушарпа кӗрешрӗмӗр. Ывӑнса ҫитрӗмӗр. Вӑрмана сӳнтерсе пӗтерме ҫук. Мӑкланса ларнӑ ҫӗр айӗнче кӑвар юлать те тепӗр самантран каллех хыпса илет. Халтан кайрӑмӑр. Пирӗн взводӑн блиндажӗ япаласемпе пӗрле тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайрӗ. Халь унта тискер чӗр чунсем те ҫук. Мулкач, кайӑксенчен фазан, ӑсан пур. Тытса ҫимелӗх те ҫук хӑйсем, тӗкӗ кӑна хитре вӗсен. Юлашки вӑхӑтра сунар пӑшалӗсем те пама пуҫларӗҫ. Ӑна йӗтрепе авӑрламалла. Вӑл пысӑкрах лаптӑка сиенлетме пултарать. Дронсене ҫавӑнпа переҫҫӗ. Пӗрре эпӗ автоматпах персе антартӑм. Каҫпа пирус туртма тухрӑм — вӗҫет те вӗҫет, нӑйласа тарӑхтарса ҫитерчӗ те тӳсеймерӗм.

Пӗр яла 10 кунлӑха командировкӑна ячӗҫ. Гражданкӑри ҫын пек курӑнмаллаччӗ манӑн. Унти лавккасем Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи пек, сентресем, прилавоксем ӗлӗкхисемех, терминалсем ҫук. Ялта пурӑнакансемпе калаҫма хушмарӗҫ. Вӗсене пӗлме ҫук — такам майлӑ-ха вӗсем. «Ждунчиксем» те пур, Украина ҫарӗ килессе кӗтеҫҫӗ. Пушӑ ҫуртра пурӑннӑ чухне кил хуҫисен докуменчӗсене тупрӑмӑр. Пӳрт хуҫин ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Медалӗсем те пурччӗ. Ывӑлӗ вара Раҫҫее хирӗҫ кӗрешме тухса кайнӑ.

Ҫӑвартан сурчӑк тухмасть

Крынкире апат-ҫимӗҫ енӗпе йывӑрччӗ. Тӗрӗссипе, малти линире апат та кирлӗ мар. Чи кирли — шыв пултӑр. Кунне пӗр консерва банки рис пӑтти ҫинӗ, тек анман.

Пӗлтӗр февраль уйӑхӗнче Крынкине кайсан пӗрремӗш хут 6-мӗш кунхине ҫӑвӑнтӑм. Тӗтреллӗ ҫанталӑкчӗ, дронсем вӗҫмеҫҫӗ. Малтан пилӗк таран хывӑнтӑм. Йӗпе салфетка, ал шӑлли хатӗрлерӗм. Салфеткӑран, ах, тутлӑ шӑршӑ кӗрет-ҫке. Сӑтӑрӑнкаласан тумлантӑм. Кӗлеткен пилӗкрен аяларахри пайне ҫӑвасси хӑратать. Йӗме хӑпартса ӗлкӗреймесӗрех процедурӑна вӗҫлеме тиврӗ тӗк… Ҫӑвӑнса пӗтертӗм кӑна — аманнисене илсе тухма чӗнчӗҫ. Чупса ҫитнӗ ҫӗре мӗн тума ҫӑвӑнтӑм эпӗ халь тесе шухӑшлатӑн. Каллех лачкам. Йӗпе салфеткӑсемпе пире Комсомольски округӗн ентешлӗхӗ нумай пулӑшать, гуманитарка вӗҫӗмех килет вӗсенчен.

Аманнисем патне ҫур ҫӗр иртни виҫҫӗре кайрӑмӑр. 4 ҫын наҫилкка йӑтать, тепӗр 4-ӑн — улӑштараканнисем, тепри — ҫул кӑтартаканни. Аманнине йӑтса тухнӑ чухне дрон-разведчик хӑваласа ҫитрӗ. Пуҫ тӑрринче ҫаврӑнчӗ-ҫаврӑнчӗ, «куҫӗпе» пӑраларӗ кӑна. Эпир ывӑнса ҫитрӗмӗр. Сурас тесен те ҫӑвартан сурчӑк тухмасть, ҫӑвар типнӗ, шыв ӗҫес килет. Пӗри 30 ҫеккунт та пулин канма ыйтрӗ. Наҫилкка ҫинчи салтака антарма пулӗ-ха, анчах йӑтса илме вӑй кирлӗ-ҫке. Взрывсем хыҫҫӑн йывӑҫсем ӳксе пӗтнӗ, лакӑм-тӗкӗм — тӳрӗ вырӑн ҫук. Пирӗн дрон каймасть те каймасть. Ку вырӑнтан 30 метр пӑрӑнса ӗлкӗртӗмӗр кӑна — паҫӑрхи ҫӗрте кӗрслеттерчӗҫ. Аманни ҫул тӑршшӗпе: «Каҫарӑр ӗнтӗ мана, эпӗ ятарласа мар», — тесе пычӗ. Пӗри те нӑйкӑшмарӗ. Тӑнне ан ҫухатчӑр тесе йывӑр аманнисене калаҫтарма тӑрӑшатпӑр. Эвакуаци ушкӑнӗ киличчен чӑтчӑр кӑна тетпӗр хамӑр. Аран ҫитсе пӗтрӗмӗр.

Шӑп та лӑп 8 сехет те 20 минутра «Бобикпе» (УАЗ-469Б) апат-ҫимӗҫ илсе килеҫҫӗ,  аманнисене тиесе каяҫҫӗ. Тӑнкӑр-тӑнкӑр ҫулпала епле ҫӳреҫҫӗ-ши водительсем. Вӗсене пурне те Раҫҫей Геройӗн ятне парӑттӑм. Ҫак ӗҫсене чи нумаййи те 5 минутра пурнӑҫламалла. Машина ҫаврӑннӑ хушӑра хыҫалти алӑк уҫӑлса каять те апат-ҫимӗҫ вӑркӑнать кӑна: кӑлпасси, тушенка, шыв… Медиксем аманнисене часрах тиеҫҫӗ те малалла каяҫҫӗ. Пӑрахса хӑварнӑ ҫимӗҫсене тухса пуҫтаратпӑр.

Вӗри шыв пурри телей

Хыр вӑрманӗнче темле палланӑ шӑршӑ сӑмсана кӗчӗ. Туратран такӑнтӑм. Ун айӗнче — хура хутаҫсем. Уҫса пӑхрӑм та — пирӗн ачасем. Ҫунса тискерленнӗ, пӑхма хӑрушӑ. Тӑшман ҫунакан минӑпа та сирпӗтет. Пире ылмаштарнӑ ушкӑнри виҫӗ ача та ҫапла пӗтрӗ, вӗсем ҫинчи бронежилет та, автомат та ҫуннӑччӗ.

Аманнисен хушшинче ҫармӑс ачи пурччӗ. Хӑйне йӑттармарӗ, эпир наҫилккапа пынӑ чухне пирӗнпе утса тухрӗ. Вырӑна ҫитнӗ ҫӗре ури шыҫӑнсах ларчӗ. Вӗсем ҫине те ҫунакан мина пӑрахнӑ. Напарникӗ тӳрех вилнӗ. Ку ача йывӑҫ вуллине ыталаса тӑнӑ. Дронран пытанса ун тавралла ҫаврӑннӑ кӑна. Кайран тӑшман пытанмалла выляса ывӑннӑ пулмалла, дрона ӳкернӗ.

Тӑшман пирӗнтен — 50 метрта. «Русские, сдавайтесь!» — кӑшкӑрни илтӗнет. Эпир кам мӗнле усал сӑмах пӗлет, ҫапла хуравлатпӑр. Командир бензин патне ячӗ. Кайма кайӑп та, каялла килмелле-ҫке. Темле пулсан та командӑна пурнӑҫламаллах. Тавралӑха каҫ сӗмӗ ҫапать кӑна — пӗлӗт дронсемпе кӗрлет. 20 литрлӑ канистрӑпа утрӑм. Хӑранипе йывӑррине те туймарӑм. Дрон пӑрахсан факел пулатӑп-ха ӗнтӗ. Мана хирӗҫ моҫка тухса тӑчӗ. Негр пулчӗ хайхискер. Куҫӗпе мӑчлаттарни кӑна курӑнать. Африканецсем те пирӗн майлӑ. Ирхине ачасене каласа патӑм та ӗненмерӗҫ, хӑранипе ҫапла курӑннӑ пуль терӗҫ. Тепӗр кунхине китаеца куртӑмӑр. Кӑмӑл хӑпарчӗ. Пирӗн майлӑ ҫӗршывсем пурри аван вӗт-ха.

«Тула» каясси питӗ йывӑр тата. Блиндажран тухиччен малтан дрон сассине итлетӗн, шӑп пулсан тин тухатӑн. Эпир ҫапла калаҫса татӑлнӑ, дрон вӗҫсе каймасӑр та блиндажа кӗме юрамасть. Хӑранипе ҫын чупса кӗме пултарать. Вара пурте пӗтетпӗр.  Эпӗ хам та тула тухсан дрон тӗлне пултӑм. Вӑл каясса кӗтсе хыр айӗнче тӑтӑм. «Пастух, ҫӳлелле ан пӑх», — терӗҫ хамӑрӑннисем. Темӗнле технологи те пур, сӑн ӳкерсе илме пултарать те сана тӗп тумасӑр та хӑпмасть вара. Йывӑҫ айӗнче хытса тӑтӑм, майӗпен-майӗпен алла ҫанӑ ӑшне пытартӑм, пуҫа чикрӗм. Пӗр сехет пек тӑтӑм пуль. Дронӑн аккумуляторӗ ларма тытӑнчӗ пулас, вӑл вӗҫсе кайрӗ, ун вырӑнне тепри киличчен тарма ӗлкӗртӗм.

Заданире пирӗн умӗн маларах пулнисенчен кашни вак-тӗвек таранах ыйтса пӗлетпӗр, тӗплӗ хатӗрленетпӗр. Пире улӑштарма килекенсене эпир сӗнӳ-канаш паратпӑр. 10 мӑшӑр нуски, йӗпе салфетка, шӑккалат нумайрах илме калатӑп. Пылак апат ҫиес килнине ирттерет. Эрнере пӗр упаковка шӑккалат ҫисех шӑла пӗтертӗм. Вӗри шыв пурри телей. Ӑна ӗҫсен ӑшӑнма пулать хуть», — ҫапла каласа пачӗ «Пастух». Днепр хӗрринчи Крынкири ҫапӑҫусене хутшӑннӑшӑн Юрий Абукин аслӑ сержанта Жуков медалӗпе чысланӑ.

Ҫак кунсенче ырӑ хыпар ҫитрӗ. Юрий Абукина РФ Оборона министерствин приказӗпе «За боевые отличия» медальпе наградӑланӑ.

«Атте, сан пек пулас килет»

Юрий Геннадьевич Хирти Сӗнтӗр-те ҫуралса ӳснӗ. Мӑшӑрӗпе Регина Борисовнӑпа 25 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗриншӗн Турӑ ҫырни пулнине паллашнӑ хыҫҫӑн пӗр эрнеренех ӑнланнӑ, тӳрех пӗрлешме шухӑшланӑ. Ҫур ҫул укҫа пухсан туй тунӑ.

Абукинсен — 3 ывӑл. Аслин Севӑн ҫара кайма вӑхӑт ҫитсен вӑл ҫапла каланӑ: «Атте, манӑн та сан пек пулас килет». Вӑл Белгород облаҫӗнчи Шебекинӑна лекнӗ. «Ывӑл Владимир облаҫӗнче вӗренӳ курсӗ тухрӗ. Вӗсене тем тӗрлӗ хӗҫ-пӑшалпа усӑ курма вӗрентнӗ. Ҫав ӑсталӑх службӑра ӑна питӗ кирлӗ пулчӗ. Ашшӗ — Крынкинче, ывӑл Украина чиккинче — маншӑн канӑҫсӑр кунсем пуҫланчӗҫ. Ывӑл блиндажра та пурӑнчӗ, 30 градус сивӗре окопра та выртрӗ… Майлашӑнса пурӑнма пӗлни ҫарта питӗ кирлӗ иккен. Пуртӑ тытма та пӗлмелле унта. Блиндажсем тума хушнӑ та 3 чӑвашсӑр пуҫне никам та пӗлмен», — ывӑлӗн ҫарти пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ амӑшӗ. 

Халӗ Сева ҫартан таврӑннӑ ӗнтӗ. ИТ-компанире ӗҫлет. Унӑн шӑллӗсем шкулта вӗренеҫҫӗ. Виҫӗ ачи те акӑлчанла ирӗклӗ калаҫать. Регина Борисовна Шупашкарта управляющи компанийӗнче паспортисткӑра тӑрӑшать. Юрий Геннадьевич та СВОна кайиччен мӑшӑрӗпе пӗр организацире ӗҫленӗ, слесарь, сантехник, сварщик ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.  

«Тавах атте-аннене хавшак чӗреллӗ туманшӑн. 1, 2, 3-мӗш отпусксене аса илетӗп те, чӗре ҫунса тухать пуль тенӗччӗ. Ыран каймалла чухне ниҫта кайса кӗрейместӗм, кӗлетке чӗтрене еретчӗ. Ҫар комиссариатне ҫитсе хамӑрӑннисене курсан тин лӑш! пулаттӑм. 4-мӗш отпуск хыҫҫӑн лӑпкӑнах тухса кайрӑм. Халӗ те ҫаплах пулӗ, — чунне уҫрӗ Юрий Геннадьевич. — Миҫе ҫул пӗрле ҫапӑҫатпӑр та пӗр-пӗрне хӑнӑхрӑмӑр, туслӑ пурӑнатпӑр. Анчах юлташсем тупма питех тӑрӑшмастӑп. Вӗсенчен уйрӑлма йывӑр. Кашни 3—4 кунра анне патне шӑнкӑравлама тӑрӑшатӑп. «Манӑн сасса илтрӗн пулсан веҫех йӗркеллӗ, анне, ан пӑшӑрхан», — тетӗп. Унпа калаҫнӑ чухне ӳсӗрме, сӑмса туртма юрамасть. Чирлетӗп тесе кулянма, йӗме тытӑнать. Ҫавна илтесси маншӑн — чи йывӑрри, ку маншӑн минӑран та хӑрушӑрах».

Февралӗн 14-мӗшӗнче ун патне СВОра пӗрле лабораторире ӗҫленӗ ачасем видеоҫыхӑнупа шӑнкӑравланӑ. «Юрец, сансӑр тунсӑхлатпӑр. Эсӗ кайрӑн та ӗҫ чарӑнса ларчӗ. Эпир сана юрӑ парнелер-ха», — тенӗ. «Опустела без тебя земля…» шӑрантарма тытӑннӑ.

«Ман ӳсӗмрисем ротӑра — 5-ӗн, ыттисем ҫамрӑксем. Вӗсене вӗрентсе пымалла. Блиндажсене хамӑрах тӑватпӑр. Материалсене туянатпӑр. Миҫе мунча, миҫе блиндаж тунӑ пуль. Йӗркеллӗ условисенче пурӑнас килет те укҫа хӗрхенместпӗр. Ҫур шалу унтах юлать. Телевизор, кӗпе-йӗм ҫумалли машина, душ кабини туянса вырнаҫтартӑмӑр. Паллах, эпир пӗр вырӑнта тӑмастпӑр, малалла каятпӑр. Кирлӗ тӗк унта татах ҫӗнӗ блиндажсем хута яратпӑр. Пирӗн вырӑна урӑххисем килеҫҫӗ.

Малтанах пирӗн ӗҫ хатӗрӗсем ҫукчӗ. Пӗр пӑчкӑ — 100 ҫынна. Инструментсене веҫех килтен ярса пачӗҫ. Ҫӳп-ҫапран катӑк пуртӑ тупрӑм та унпа ӗҫлесе пилӗке хускатрӑм. Чӑвашран пӗрремӗш гуманитарка килсен питӗ вӑйлӑ пулӑшу пулчӗ. Генераторсем, пауэр банксем… килчӗҫ. Халӗ пирӗн веҫех пур», — вӗҫлерӗ калаҫӑва сапер ротин инженерӗ.

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Пирӗн аттесемпе пиччесем, аннесемпе аппасем, ывӑлсемпе хӗрсем чӑн вырӑс территорийӗсене ирӗке кӑларса вӑрҫӑ хирӗнче ӑнӑҫӑва йӗркеллӗн малалла аталантараҫҫӗ. Пирӗнтен кашниех хӑйӗн ӗҫӗсемпе, ӗҫ вырӑнӗнчи тивӗҫӗсене пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа пырса, пирӗн салтаксене мӗн кирлипе туллин тивӗҫтерсе тӑма пулӑшса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнать. Ку ӗҫе эпир ҪӖНТЕРӖВЕ кӗтсе иличченех пурнӑҫласа пырӑпӑр.

Эпир пӗтӗм салтаксемпе те мухтанатпӑр. Вӗсен хӑюлӑхӗ, шанчӑклӑхӗ, ҫынлӑхӗ пирӗншӗн тӗслӗх пулса тӑрать».

Алина ИЛЬИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *