Ҫак кунсенче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсемпе, «Единая Россия» партин округри пуҫламӑш организацийӗсен секретарӗсемпе, активисчӗсемпе ӗҫлӗ канашлу иртнӗ. Унта ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова, округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева та хутшӑннӑ.
Канашлура паянхи политика ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ, малаллахи ӗҫсене палӑртнӑ, ҫыхӑнусене ҫирӗплетесси тавра калаҫнӑ. Суйлавҫӑсемпе хутшӑнасси, информаци ӗҫне вӑйлатасси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Активистсем туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарнӑ, партин ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас тӗллевлӗ сӗнӳсем панӑ, ҫав шутра социаллӑ сетьсемпе ӗҫлессине анлӑлатасси, вӗренӳ семинарӗсем ирттересси тата обществӑлла организацисемпе ҫывӑхрах хутшӑнасси ҫинчен калаҫнӑ.
Чи активлисене партин регионти уйрӑмӗн секретарӗн Л.Черкесовӑн Тав хучӗсемпе чысланӑ, партие тин кӗрекенсене ҫакна ҫирӗплетекен билетсем панӑ.

