Вторник, 13 октября

Йӗлтӗр йӗрӗ пултаруллисене палӑртрӗ

Ӑмӑртӑва килнисене лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелес, спортсменсене дистанцисенче ӑнӑҫу тума вӑй-хӑват парас тенӗн мартӑн 1-мӗшӗнче ҫанталӑкӗ те аван тӑчӗ.

«Каҫал ен» хаҫатӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ  ӑмӑртӑвӗпе округра хӗллехи спорт сезонне хупрӗҫ. Мероприятие хутшӑнма спорта юратакансем йышлӑн килнӗ. Спортсменсене  куракансем хавхалантарса пычӗҫ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.Г.Кузьмин, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.В.Ефремова, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн  директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков ӑмӑртӑва килнисене ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗпе, Ҫӑварни уявӗпе саламларӗҫ, ӑнӑҫлӑ финишсем сунчӗҫ.

Эстафетӑлла чупун кӑтартӑвӗ командӑри кашни спортсмен тӑрӑшулӑхӗнчен килет. 8—9-мӗш класра вӗренекен ачасем хушшинчи тупӑшура Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи йӗлтӗрҫӗсем палӑрчӗҫ, пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи йӗлтӗр спорчӗн тусӗсем дистанцие иккӗмӗш вӗҫлерӗҫ. Аслӑ Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн туслӑ команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

10—11-мӗш классем хушшинчи тупӑшу та хӗрӳ пулчӗ. Кашниех ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлни палӑрчӗ. Кунта та Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсем чи лайӑх вӑхӑт кӑтартса финиша пӗрремӗш ҫитрӗҫ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш пулчӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем ҫӗнсе илчӗҫ.

Ӑмӑртӑва округри шкулсенче ӗҫлекенсем командӑсем тӑратни вӗренекенсемшӗн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем ачасене спорта юратма, хӑйсене пӗлӳ паракансенчен тӗслӗх илме хавхалантармалла. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсем дистанцие пӗрремӗш вӗҫлесе чемпионсем пулса тӑчӗҫ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи учитель-спортсменсем финиша иккӗмӗш ҫитрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тукай Мишер вӑтам шкулӗн команди йышӑнчӗ.

Округӑн территори уйрӑмӗсен командисем хушшинче  малти виҫӗ вырӑна Комсомольски, Тукай, Асанкасси территори уйрӑмӗсенчен килнӗ спортсменсем пайларӗҫ. Вӗсем старта тӑни ялта пурӑнакан ытти ҫынсене те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑма хавхалану кӳмелле.

Предприятисемпе организацисен, учрежденисен 5 команди старта тӑчӗ. «Слава картофелю» агрофирма икӗ команда та тӑратнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ, пӗрремӗш тата иккӗмӗш вырӑнсем ҫӗнсе илчӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди йышӑнчӗ.

Спорт ветеранӗсем округра иртекен пӗр ӑмӑртуран та юлмаҫҫӗ. Хаҫат парнисемшӗн пыракан ӑмӑртӑва та хапӑлласах хутшӑнчӗҫ. Вячеслав Лаврушкин команди финиша пӗрремӗш ҫитрӗ. Николай Ятманов  команди дистанцие иккӗмӗш вӗҫлерӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи спорт ветеранӗсем виҫҫӗмӗш пулчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе, парнесемпе наградӑларӑмӑр. Ӑмӑртӑва тивӗҫлӗ шайра ирттерме пулӑшнӑшӑн «Кӗтне» ФСКра ӗҫлекенсене, спонсӑрла пулӑшушӑн «Слава картофелю» агрофирмӑна (генеральнӑй директорӗ Х.С.Идиатуллин), округри депутатсен Пухӑвӗн депутатне В.Н.Кокарева тав тӑватпӑр.

Хӗллехи спорт сезонӗ официаллӑ  хупӑннӑ шутлансан та  ҫакӑ йӗлтӗрҫӗсемшӗн ӑмӑртусем вӗҫленнине пӗлтермест. Юр кайса пӗтмен, апла пулсан спортсменсене ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сунатпӑр.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *