Мартӑн 1-мӗшӗнче Комсомольскинчи Вознесения Господня чиркӗвӗ ҫывӑхӗнче округри Ҫӑварни уявӗ иртнӗ.
Унта килнисем чун каниччен савӑнма пултарнӑ. Культура ӗҫченӗсем юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ, ватти-вӗтти карталанса ташланӑ. Халӑх хаваслӑ вӑйӑсене те хапӑлласа хутшӑннӑ. Ҫак кун ҫуллӑ икерчӗпе вӗри чей ӗҫсе киленме те май пулнӑ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.Г.Кузьмин, Комсомольскинчи Вознесения Господня чиркӗвӗн настоятелӗ Сергий атте уяв ячӗпе саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, килӗшӳпе ӑнӑҫу суннӑ.
Канмалли кунсенче округри пур территори уйрӑмӗсенче те Ҫӑварнине уявланӑ. Мероприятисене ҫамрӑксем те, ватӑсем те, ачасем те хапӑлласа хутшӑннӑ.
(Хамӑр инф.).

