Вторник, 13 октября

Тӗллевсемпе малалла ӗҫлесшӗн

Тӗллевсемпе малалла ӗҫлесшӗн

Ял ҫыннин  татса паман ыйтусем чылай. Вӗсене ҫулсерен иртекен граждансен пухӑвӗнче сӳтсе явмалла.

Асанкасси территори уйрӑмӗнчи пухура та ял-йыш пурнӑҫланӑ ӗҫсем, малашнехи тӗллевсем пирки калаҫнӑ.

Малтанах территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Карпов сӑмах илнӗ. Вӑл иртнӗ ҫулхи ӗҫсене тишкерсе тухнӑ. Яла тирпей-илем, хӑтлӑх кӗртес  енӗпе пӗлтӗр чылай ӗҫ тунӑ. Урамсенчи ҫулсене мӗн май килнӗ таран юсанӑ, каҫхине вӗсенче ҫутӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Николай Николаевич ял халӑхӗ пуҫаруллӑ проектсене ӑнӑҫлӑ хутшӑннине палӑртнӑ. Спорт площадки ҫумӗнче салтӑнса тӑхӑнмалли ӑшӑ пӳлӗм тунӑ.  Чернов ячӗллӗ урамран пуҫласа кооперативӑн сӗт-ҫу фермине ҫитиччен ҫула юсанӑ. «Асаново» ЯХПК правленийӗ ҫак пуҫаруллӑ проекта хутшӑнса 2 миллион ытла тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Кооперативная тата Калинин урамӗсем хушшинчи тӑкӑрлӑка вак чул сарса тротуар тунӑ. Кӑҫал кунта пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе усӑ курса малалла ӗҫлесшӗн. Советская тата Октябрьская урамсем хушшинче ҫул сармалла, вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрмалла тата ытти те.

Ялта 866 ҫын пурӑнать. Пӗлтӗр 5 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 3 ача кун ҫутине килнӗ, 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Николай Николаевич пурӑнакансене яла тирпей-илем кӳрес енӗпе тата та тӑрӑшарах ӗҫлеме ыйтнӑ.

Пуҫтарӑннисем умӗнче шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗн участокри инспекторӗ А.Шишкин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫне пурнӑҫлакан В.Денисов, Асанкасси культура ҫурчӗн директорӗ Е.Маштанова, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Асаново» ЯХПК председателӗ А.Бахтеров тата ыттисем те тӗрлӗ ыйтусемпе тухса калаҫнӑ. Пуху ӗҫне округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес ӗҫ управленийӗн начальникӗ А.Г.Кузьмин пӗтӗмлетнӗ, округӑн социаллӑ-экономикӑлла лару-тӑрӑвӗ ҫинчен каласа панӑ, малашнехи тӗллевсемпе паллаштарнӑ.

Юрий ГАВРИЛОВ хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *