Вторник, 13 октября

Кирлӗ йышӑнусем тунӑ

Кирлӗ йышӑнусем тунӑ

Чӗчкен территори уйрӑмӗнчи ялсенче социаллӑ-культурӑллӑ инфраструктурӑна аталантарас енӗпе юлашки ҫулсенче чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫулсене юсанӑ, обществӑлла вырӑнсене тирпей-илем кӗртнӗ. Ял халӑхӗ вӑл ӗҫсене хастар хутшӑннӑ. Чылай ӗҫе пуҫаруллӑ проектсемпе усӑ курса пурнӑҫланӑ. Анчах та мӗн тунипе лӑпланса лармалла мар. Кӑҫал та урамсенчи ҫулсене пӑхсах тӑмалла, Чӗчкен ялӗнчи масар йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрмалла, Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ача-пӑча вылямалли площадкӑна хута ямалла. Ял ҫыннисем яланхи пекех ӗҫсене ӑнланса хутшӑнасса шаннине палӑртнӑ Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Р.Н.Жукова граждансен пухӑвӗнче.  Отчет тунӑ май чылай ыйту ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Кунти икӗ ялта кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 369 хуҫалӑх, 1361 ҫын шутланать.  Тутарсемпе чӑвашсем килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче, округ центрӗнче тата ытти ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ.

Ял ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене те пулӑшсах тӑраҫҫӗ% маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ тата тумтир пуҫтарса ӑсатаҫҫӗ… Ҫывӑх вӑхӑтра черетлӗ пулӑшу яма хатӗрлеҫҫӗ.

Пухура округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин Чӗчкен ялӗнчи тыл ӗҫченне Г.М.Фахуртдиновӑна «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул» юбилей медалӗпе наградӑланӑ, вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек хунӑ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл ку тӑрӑхра пултаруллӑ ҫынсем пулнине палӑртнӑ.

Ял ҫыннисем умӗнче округри пушар чаҫӗн, право йӗркине сыхлакан органсен, медицина тата ытти служба ӗҫченӗсем тухса калаҫнӑ, ыйтусем ҫине хуравланӑ. Ҫавӑн пекех округри депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Р.Х.Идиатуллин, «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.С.Лукиянов, шкулсен директорӗсем сӑмах илнӗ.

Пухура ял ҫыннисем тата ытти чылай ыйтӑва пӑхса тухнӑ, кирлӗ йышӑнусем тунӑ.

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Пуҫаруллӑ бюджетировани кирлӗхӗн тӗслӗхӗ пирки. Вӑл ҫынсен хастарлӑхне, чи кирли, вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнсенчи пурнӑҫа лайӑхлатас шухӑшлӑ пулнине кӑтартать»

(Чӑваш Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыруран).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *