Вторник, 13 октября

Малашнехи валли упраса хӑварар

«Тӑван чӗлхе — халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе — халӑхӑн сумлӑ та телейлӗ малашлӑхӗ», — тенӗ Г.Н.Волков ӑсчах. Тӑван чӗлхе — халӑх пуянлӑхӗ-пурлӑхӗ, халӑх историйӗн тӗкӗрӗ. Чӗлхе пӗтсен — халӑх пӗтет. Ӑна упраса-сыхласа хӑварасси, малалла аталантарасси ҫав чӗлхепе калаҫаканӑн тивӗҫӗ те яваплӑхӗ пулса тӑмалла.

Ҫӗнӗ Мӑрат ял клубӗпе библиотека ӗҫченӗсем нумаях пулмасть «Асанне арчи» таврапӗлӳ сехечӗ ирттерчӗҫ. Мероприятие хутшӑннӑ шкул ачисем наци тумӗн историйӗпе,  тӗрри-эрешӗсемпе, чӑваш халӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе паллашрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем викторина ыйтӑвӗсем ҫине те хуравларӗҫ, ваттисен сӑмахӗсене вӗҫлерӗҫ. Вӗсемшӗн авалхи чӑваш тумӗсем, тӗрленӗ алшӑллисем тултарнӑ асанне арчипе паллашма та кӑсӑклӑ пулчӗ. Ачасем япаласене тыта-тыта пӑхрӗҫ, вӗсен ячӗсене тӗрӗс калама хӑнӑхрӗҫ. 

Краеведени сехечӗ чӑннипех те усӑллӑ иртрӗ. Ачасем нумай ҫӗнни пӗлчӗҫ. Ҫакӑ вӗсемшӗн малашнехи пурнӑҫӗнче кирлӗ пуласса шанатпӑр. Тӑван чӗлхепе савӑнсах калаҫар, чӑваш юррисене шӑрантарар, асатте-асаннесен йӑли-йӗркисене тытса пырар.

Светлана Петрова,

библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *