Вӑрҫӑ, ӗҫ, право йӗркине сыхлакансен тата ҫар вӑйӗсен ветеранӗсен округри совечӗ хӑйӗн канашлӑвӗсенче район аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ ветерансен паллӑ кунӗсем тӗлне мероприятисем йӗркелесех тӑмалли пирки тӑтӑшах палӑртать. Ку енӗпе ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ, нумаях пулмасть этнобиблиотекӑра ӗҫ тата вӑрҫӑ ветеранӗн И.Ф.Гоголевӑн 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне асӑну каҫӗ иртнӗ. «Судьба, обожженная войной» ятпа йӗркеленӗ мероприяти Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ май иртни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Иван Федорович вӑрҫӑра юн тӑкнӑ, унтан таврӑнсан ӗмӗр тӑршшӗпех мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ.
Асӑну каҫне унпа пӗрле ӗҫленӗ, ӑна пӗлнӗ ҫынсем, тӑванӗсем, вӗренекенӗсем, шкул ачисем килнӗ. Ывӑлӗсем Александр Ивановичпа Борис Иванович ашшӗ ҫинчен аса илсе каласа панӑ. Унпа пӗрле пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем те ун ҫинчен ыррине нумай аса илнӗ. Библиотекӑна килнисем ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗксенчен, документсенчен, ветеранӑн хӑйӗн япалисенчен йӗркеленӗ «Имя, достойное памяти» выставка-экспозиципе интересленсе паллашнӑ. Иван Федорович ӳкернӗ картинӑсем умӗнче те чылайччен чарӑнса тӑнӑ. Шурут территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем пуҫтарӑннисене чуна тыткӑнлакан юрӑсем парнеленӗ.
Мероприятие Валентина Боровковӑпа Вера Горбунова ертсе пынӑ, ветеранӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ.
Иван Федорович Гоголев Эткер ялӗнче 1925 ҫулхи январӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫа кайиччен ялти вулав ҫуртӗнче ӗҫленӗ. 1942 ҫулта, кӗске вӑхӑтлӑх снайпер курсӗсем хыҫҫӑн, 18 ҫул тултаричченех вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ. 50-мӗш армин Хӗрлӗ Ялавлӑ Верхнеднепровски стрелоксен дивизийӗн йышӗнче Сухиничи хулинчен пуҫласа Кенигсберг патне ҫитнӗ, поляксен Сувалки тата Августов хулисене ирӗке кӑларнӑ. Калуга облаҫӗнчи Сухиничи, Думиничи, Белорусси республикинчи Дубровка, Хотимск, Славгород, Быхов, Минск, Гродно тата ытти хуласемшӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Унӑн ҫапӑҫури паттӑрлӑхӗ пирки Могилевск облаҫӗнчи Быхово районӗнчи Мокрянски вӑтам шкулӗн учительници ҫырнӑ статьяри йӗркесем ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
«1943 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫусем хыҫҫӑн дивизи Днепр юханшывӗнчен аякра мар вырӑнта ҫирӗпленсе ларнӑ. Быхово районӗнчи Красница тата Смолица ялӗсемшӗн ҫапӑҫусем пуҫланнӑ. Оборонӑн малтанхи чикки хирте вырнаҫнӑ. Инҫех те мар раща пулнӑ. Вӑл салтаксемпе пӗрлех «ҫапӑҫнӑ». Унти йывӑҫсен тураттисем снарядсемпе пульӑсем лекнипе хуҫӑлса тӗпренсе пӗтнӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна кайран «Вилӗм ращи» тесе ят панӑ. Шӑпах ун ҫывӑхӗнче Т.П.Андреев аслӑ лейтенантӑн миномет роти тӑнӑ. Пӗр миномета авӑрлаканни вара И.Ф.Гоголев пулнӑ. 9 уйӑх кунта ҫапӑҫма тивнӗ, тӑшман атакине сире-сире янӑ. Ҫапӑҫусем нумай пулнӑ. Анчах та пӗрин ҫинче тӗплӗнрех чарӑнса тӑрасшӑн. Ку 1944 ҫулхи мартӑн 23—24-мӗшӗсенче пулса иртнӗ. Ротӑри салтаксемпе пӗрлех И.Гоголев та ҫак кун вилсен хӑйне коммунист пулма ыйтса заявлени панӑ. Тӑшман минометсенчен вӑйлӑ персе тӑнӑ. Йӗри-тавра ҫӗр ҫуннӑ, татти-сыпписӗр кӗрлев тӑнӑ. Пирӗннисем те пеме пӑрахман. И.Гоголев минометне авӑрласах тӑнӑ. Ҫыхӑну стройран тухнӑ. Сӑнавҫӑсем нимӗҫсем вӗсем патне ҫывхарнине пӗлтернӗ. Снарядсем ҫывӑхрах ҫурӑлса сирпӗннӗ. Иван Федорович алӑран аманнӑ. Суранне тепӗр аллипе ҫыхса янӑ хыҫҫӑн ыратнине пӑхмасӑр каллех минометран пеме пуҫланӑ. Нимӗҫсем ҫывхарсах пынӑ, ротӑри салтаксем алӑ вӗҫҫӗн ҫапӑҫма тытӑннӑ. Ку тытӑҫура Иван икӗ тӑшмана хӑй аллипе пӗтернӗ. Пӗр нимӗҫ салтакӗ те тарса хӑтӑлайман. Пирӗн енче те ҫухатусем чылай пулнӑ. Рота командирӗ те вилнӗ. Пуҫ хунисене тирпейлесе пытарнӑ. Ротӑна тепӗр командир килнӗ, каллех ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Ултӑ кунра 9 хутчен тӑшман атакӑна ҫӗкленнӗ, пирӗн салтаксем каялла чакман. Пӗр ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче командир Гоголев минӑсене хӑрах алпа аран-аран ҫӗкленине асӑрхать, ҫийӗнчех медсанбата кайма приказ парать. Унта ҫитсен алӑра осколок пулнине асӑрхаҫҫӗ, ӳт хӗрелсе кайнӑ, ҫӗрме тытӑннӑ. Ҫийӗнчех операци туни ӑна аллине татасран сыхласа хӑварать. Кунта ӑна парти билечӗ параҫҫӗ тата ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Мухтав орденӗн III степенӗпе наградӑлаҫҫӗ. Ун чухне салтак 19 ҫулта анчах пулнӑ. Медсанбатра 10 кун сипленнӗ хыҫҫӑн суран пӑртак пирчесен вӑл каллех ротӑна таврӑннӑ».
Малалла тата ҫӗршер ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Иван Гоголев салтак. Фашистсене Минск «хуранӗнче» пӗтернӗ, Осовец крепоҫне илнӗ, Кенигсберга штурмланӑ. Ҫапӑҫусенче тата икӗ хутчен аманнӑ. Вӑрҫӑри хӑюлӑхшӑн ӑна Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн I степенӗпе, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Германие ҫӗнтернӗшӗн», «Кенигсберга илнӗшӗн» тата ытти медальсемпе наградӑланӑ.
Демобилизаци хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. «Новая жизнь» колхозра тӑрӑшнӑ, ЦСУ инспекцийӗн участокри инспекторӗнче вӑй хунӑ, инструктор-массовикра, киномеханикра, районти культура ҫурчӗн директорӗнче, район архитекторӗнче, лаборантра ӗҫленӗ. 1967 ҫулта вӑл куҫӑн мар майпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Унтанпа мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех Комсомольски вӑтам шкулӗнче ӗҫ, черченипе рисовани предмечӗсен учителӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл чылай ачана ӳнер тӗнчипе туслашма пулӑшнӑ.
Иван Федорович районти, шкулти обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ. Кабинетсене илемлӗ сӑн кӗртме пулӑшнӑ, Комсомольскинчи халӑх театрӗнче вылянӑ, ӳкерчӗкӗсенче тӑван тӑрӑха сӑнланӑ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те хӑйне вӑл лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. ,ҫри хастарлӑхшӑн Иван Гоголев В.И.Ленин 100 ҫул тултарнӑ ятпа «,ҫри паттӑрлӑхшӑн» медале, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн тата культура министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Иван Федорович 20 ҫул ытла ӗнтӗ пирӗн хушӑра ҫук. Анчах та унӑн паттӑрлӑхӗпе ӗҫӗ ҫынсен асӗнче яланлӑхах юлӗ.
Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи материалсем тӑрӑх Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

