Вторник, 13 октября

Волейболла вылянӑ

Волейболла вылянӑ

Февралӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче волейбол турнирӗ иртнӗ. Ӑна Пӗрремӗш Чечен вӑрҫинче (1994—1996 ҫ.ҫ.) ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫне хунӑ  Леонид Борисова халалланӑ.

Турнира хутшӑнакансем йышлӑн пулнӑ, кашни вӑйӑ хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Куракансем волейболистсене кӑшкӑрса тата алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.

Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх «Футболисты» команда мала тухнӑ, турнирӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑна — «Молодежь» команда, виҫҫӗмӗшне «Пенсионеры» тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене медальсем тата грамотӑсем парса чысланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *