Пухӑва килсен, паллах, шыв сыпнӑ пек лармалла мар. Ял хуҫалӑх предприятийӗ иртнӗ ҫул мӗнле ӗҫлесе пынине пӑхса тухнӑ чухне пушшех те. Ҫулталӑк тӑршшӗнче хуҫалӑх чылай ӗҫ туса ирттернӗ. Ҫитӗнӳсем те пулнӑ пулӗ, ӗҫлесе ҫитерейменнисем те. Лайӑххипе начаррине пӗрле ушкӑнпа сӳтсе явса, ҫитменлӗхсене пӗтермелли майсем шыраса малашнехи тӗллевсене палӑртмалла. Пухура кашниех хӑй шухӑшне калама пултарать. Ҫакна йӗркеллӗн сӑмах илсе калаҫмалла. «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи пек пуху пуҫланнӑ-пуҫланманах вырӑнтан кӑшкӑрашни, калаҫакансене пӳлсех тавлашни вырӑнсӑр. Пухӑвӑн хӑйӗн йӗрки, регламенчӗ пур, кооператив членӗн уставпа килӗшӳллӗн ӑна тытса пымалла. Шухӑшсене ӑнланмалла уҫса памалла. Асӑннӑ хуҫалӑхӑн маттур ӗҫченӗсемех ҫакна пӑхӑнманни тӗлӗнтерет. Председателе суйлас ыйту патне ҫитсен залра ларакансем вырӑнтах кӑшкӑрашса пӗр ыйту ҫинчен теприн ҫине куҫса кайни, хӑйсен шухӑшне уҫӑмсӑр палӑртни илем кӳмест.
«Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ округра лайӑххисен йышӗнче. Иртнӗ ҫулхи кӑтартусемпе унта ӗҫлекенсем выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗ туса илес енӗпе округра 2-мӗш, ӳсен-тӑран отраслӗпе 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хуҫалӑх 70 миллион ытла тенкӗлӗх продукци туса илнӗ. Ҫӗнӗ техника нумай туяннӑ, ӗҫ укҫи вӑхӑтра парса пынӑ. Кооперативра тӑрӑшакансене ҫулсеренех 13-мӗш ӗҫ укҫи те тӳленӗ. Выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлени хӗллехи вӑхӑтра та сӗт-ҫу фермине тухӑҫлӑ ӗҫлеме май парать. Кооператив председателӗ А.Н.Бахтеров хӑйӗн сӑмахӗнче нумай цифра илсе кӑтартрӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — округ шайӗнче те лайӑх кӑтартусем. Ҫакна, паллах, кооперативра ӗҫлекенсем тунӑ. Вӗсен тӑрӑшулӑхне кура фермӑн продуктивлӑхӗ пысӑк, уй-хиртен лайӑх тухӑҫ илеҫҫӗ.
Кун пирки «Искра» колхоз председателӗ А.Н.Зайцев та, «Дружба» тата «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗсен председателӗсем Р.М.Мансуровпа М.Р.Афанасьев та хӑйсен сӑмахӗнче палӑртрӗҫ. Вӗсем хӑйсен хуҫалӑхӗсен «Асаново» ЯХПКран тӗслӗх илмелли нумай пулнине пӗлтерчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пӗрле килӗштерсе вӑй хурсан ҫеҫ малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлеме май пулнине ҫирӗплетрӗ. Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов та, агропромышленноҫ ветеранӗсен округри совечӗн председателӗ И.Х.Миннетуллин та ҫак шухӑшсемпе килӗшнине палӑртрӗҫ.
Асанкассисем — ӗҫчен халӑх. А.Н.Бахтеров хуҫалӑха ертсе пыма пуҫланӑранпа вӗсем чылай ҫитӗнӳсем тунӑ. Председателе суйланӑ вӑхӑтра шӑв-шав пулни тӗлӗнтерет те. Хуҫалӑх аталанасси ертӳҫӗ ҫаврӑнӑҫулӑхӗнчен нумай килет. Ӑна та пӗрре те ҫӑмӑл мар, паллах. Йӑнӑшасси те, ӗҫлесе ҫитерейменни те пур пулӗ. Нимӗн те туман ҫыннӑн ҫеҫ кӑлтӑксем ҫук.
Пухура ертӳҫӗне улӑштарас текенсем те пулчӗҫ, манӑн темиҫе сӑмахпа кашни ҫул председательне улӑштарнӑ хуҫалӑхсене аса илес килет. 1990 ҫулсем хыҫҫӑн «Гигант» («Сундырь» ят та пачӗҫ) ял хуҫалӑх предприятийӗнче те пухусем шӑв-шавпа иртетчӗҫ, кашни ҫул председатель суйларӗҫ. Хуҫалӑх ҫулсеренех юхӑнса пычӗ те пӗтсех ларчӗ. Халӑхпа тунӑ фермӑсемпе производство объекчӗсене салатса пӗтерчӗҫ. Кун пек тӗслӗхсем хамӑр округрах тата та илсе кӑтартма пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче районта ҫеҫ мар, республикӑра та кӗрлесе тӑнӑ колхозсемех саланса кайрӗҫ. Нумай ҫул пултаруллӑ ҫын ертсе пыракан предприятисем ура ҫинче ҫирӗп тӑраҫҫӗ.
Чылай калаҫнӑ хыҫҫӑн «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативне малалла ертсе пыма А.Н.Бахтеровах суйларӗҫ. Апла пулсан ку хуҫалӑх малашне татах та аталанасса, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тӑвасса шанас килет. Кооперативӑн правленийӗн ӗҫне пуху «лайӑх» хак пани те шанӑҫ парать. Мӗншӗн тесен ку паллӑпа кооператив ӗҫченӗсем правлени, ертӳҫӗ ӗҫне ҫеҫ мар, хӑйсен тӑрӑшулӑхне те хак пачӗҫ. Малашне те хуҫалӑхри ӗҫсем лайӑх пытӑрччӗҫ.
Малалла пухура сӑнаса тӑракан (наблюдательный) совет членӗсене, правлени составне суйларӗҫ.
Юрий Гаврилов.

