Лаборатори тӗрӗслевӗ Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче тупнӑ вилнӗ тилӗ ами уртаракан чирпе чирленине палӑртнӑ. Ҫавна пула пирӗн округра февралӗн 12-мӗшӗнче карантин вӑхӑчӗ пуҫланнӑ. Вӑл уйрӑм хушу пуличчен тӑсӑлӗ. Ҫак вӑхӑтра выльӑх-чӗрлӗхе сутас-илес енӗпе ҫыхӑннӑ массӑллӑ мероприятисем ирттерме чарнӑ.
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н. Раськин ку ыйтупа ятарлӑ канашлу ирттернӗ. Ку чиртен асӑрханас тӗлӗшпе пурнӑҫламалли мерӑсене пӑхса тухнӑ. Ветеринарсем выльӑх-чӗрлӗхе уртаракан чиртен вакцинаци тӑваҫҫӗ.

