Ҫак кунсенче Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Тарасовсем патне ывӑлӗ службӑра тӑракан ҫар чаҫӗн командирӗнчен Тав ҫырӑвӗ килнӗ. Николай Тарасов иртнӗ ҫулхи май уйӑхӗнче салтака кайнӑ, халӗ Белгород облаҫӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать.
«Хисеплӗ Валентина Осиповна тата Александр Геннадьевич, сирӗн ывӑлӑр ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чиккисене хӳтӗленӗ тата сыхланӑ чухне ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлать», — тенӗ унта. Малалла 21 своднӑй стрелоксен батальонӗн командирӗ Я.Алиметов ашшӗ-амӑшне маттур салтак ҫуратса ӳстернӗшӗн тав тӑвать. Николай хӑйӗн специальноҫӗ енӗпе ҫар тата политика хатӗрленӗвӗн отличникӗ, юлташӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑнине палӑртать. Тарасовсем хӑйсен ывӑлӗпе чӑннипех те мухтанма пултарнине ҫирӗплетет.

