Вторник, 13 октября

2024 ҫул. Мӗнпе асра юлчӗ?

Округра  «Триумф-Агро» аш-какайпа ӗҫлекен цех уҫнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ку ял хуҫалӑх предприятийӗсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Поставщик кунӗ — уҫӑ диалог» ӗҫлӗ мероприятире «Кооператор» тата Хлебозавод» ОООсем хӑйсен продукцийӗсене кӑтартнӑ, ЧР Экономика министерствин  Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.

21-мӗшӗнче  округра «Чӑваш пики» конкурс пулса иртнӗ. Унта Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче вӗренекен Кира Николаева ҫӗнтернӗ.

23-мӗшӗнче  Шурут вӑтам шкулӗ 185 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ.

Декабрь (Раштав)

Асанкассинче Совет Союзӗн Геройне Ф.Н.Чернова халалласа ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ 35-мӗш хут иртнӗ. Унта  200 ытла кӗрешӳҫӗ тупӑшнӑ.

Хырхӗрри ялӗнче Лука Крымский Ҫветтуй ячӗллӗ чиркӗве сӑвапланӑ.

Киров поселокӗнчи Анатолий Краснов   «Чи лайӑх ял старости» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

10-мӗшӗнче  Комсомольскинчи ачасен икусствисен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри уйрӑмӗнче «Ача-пӑча сасси» фестиваль-конкурс иртнӗ. 18-мӗшӗнче Чӗчкенти тӗп шкул ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнне савӑнӑҫлӑн уҫнӑ.

20-мӗшӗнче  паллӑ спортсмена Владимир Воронкова халалласа йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ.

Комсомольскинчи «Рябинушка» ача сачӗ 55 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ.

26-мӗшӗнче округра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисем, уйрӑмах пысӑк пултарулӑхпа палӑракан шкул ачисем тата сусӑррисем валли Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем йӗркелесе ирттернӗ.

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *