Кӑҫал пирӗн ҫӗршывшӑн юбилейлӑ ҫулталӑк пулнине кура Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсене: тыл ӗҫченӗсене юбилей медалӗсемпе наградӑлаҫҫӗ. Пирӗн округра та «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул» ятлӑ пӗрремӗш медальсем хуҫисене тупнӑ. Ҫак кунсенче тепӗр ҫын — Комсомольскинче пурӑнакан Мавра Чепайкина ҫакӑн пек медале тивӗҫнӗ.
Январӗн 31-мӗшӗнче тыл ӗҫченӗ Мавра Кузьминична 97 ҫул тултарнӑ. Ҫак паллӑ кунпа ӑна Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Митюков ӑшшӑн саламланӑ, юбилей медалӗ парса унӑн ӗҫ паттӑрлӑхне паянхи кун та манманнине, ӑна хисепленине палӑртнӑ.
Кинемей Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ, тӑван мар ашшӗ-амӑшӗпе ӳснӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тракториста вӗреннӗ хыҫҫӑн колхозри «тимӗр утпа» ӗҫлеме пикеннӗ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑл пулман, анчах та ҫемье пурнӑҫӗнче вӑл яланах мӑшӑрӗн Петр Егоровичӑн ӑшшипе тимлӗхне туйса пурӑннӑ. Вӗсем ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун Мавра Кузьминичнан 4 мӑнукпа 4 мӑнмӑнук.

