Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ салтаксем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартаҫҫӗ, Тӑван ҫӗршыва тивӗҫлипе сыхлаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов Тутар Шурут ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Сагит Хуснетдиновӑн мӑшӑрӗпе ывӑлне ӗмӗрлӗх упрама салтак ҫапӑҫу хирӗнче тивӗҫнӗ Паттӑрлӑх орденне панӑччӗ.
Ҫак кунсенче Аслӑ Чурачӑкра ҫуралса ӳснӗ Сергей Ефремов ятарлӑ ҫар операцийӗнче «Хӑюлӑхшӑн» медале тивӗҫни ҫинчен хыпар ҫитрӗ. Пиртен аякра Тӑван ҫӗршыва сыхлакан ытти ентешсем хушшинче те наградӑсене тивӗҫнисем пур. Вӗсене пурне те ырӑ-сывӑ таврӑнма ӑнӑҫу сунатпӑр.

