Республикӑра пурӑнакансем нумайӑшӗ фронтри салтаксене куллен пулӑшу кӳреҫҫӗ. Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче те Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫе малалла тӑсрӗҫ.
Унта хутшӑнса педагогсем, ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ чӑлха-нускисем, ӑшӑ калпаксем, перчеткесем, харпӑр хӑй гигиена хатӗрӗсем, пылак ҫимӗҫсем тата ытти те хатӗрлерӗҫ.
Ачасем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли ҫырусем ҫырчӗҫ, ӑшӑ сӑмахсемпе салтаксене пулӑшу кӳме тӑрӑшрӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ 2025 ҫулпа саламлакан открыткӑсем ӑсталарӗҫ.
Пӗтӗм пуҫтарнӑ япаласене, апат-ҫимӗҫсене аслӑ классенче вӗренекенсем коробкӑсене вырнаҫтарчӗҫ, шкул ятне ҫырса хучӗҫ. Шкул коллективне, вӗренекенсене тата вӗсен ашшӗ- амӑшӗсене ҫак пархатарлӑ ӗҫрен айккинче тӑрса юлманшӑн чӗререн тав тӑватпӑр.
Светлана Петрова,
социаллӑ педагог.

