Ҫулсерен декабрӗн 9-мӗшӗнче эпир Паттӑрсен кунне уявлатпӑр. Ҫак уявӑн историйӗ XVIII ӗмӗртенех пуҫланнӑ. Паянхи кун Паттӑрсен кунӗнче Совет Союзӗн Геройӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсене, Ҫветтуй Георги орденӗн, Мухтав тата Хӑюлӑх орденӗсен кавалерӗсене чыслаҫҫӗ. Ку вӑл — хӑйсен пурнӑҫӗн хакӗпе пирӗн телейлӗ пуласлӑхшӑн кӗрешнӗ чӑн-чӑн Геройсен уявӗ. Вӗсен ячӗсене пурин те пӗлмелле, паттӑр ӗҫӗсене асра тытмалла.
Нумаях пулмасть Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче педагогика ӗҫӗн ветеранӗпе Нина Зайцевӑпа тата ялти культура ҫурчӗн организаторӗпе Альбина Александровӑпа тӗлпулу иртнӗ. Вӗсем 8—11-мӗш классенче пӗлӳ илекенсемпе ҫак паллӑ кун темипе калаҫу йӗркеленӗ. Мероприятин тӗллевӗсем ачасене пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн историйӗнчи паттӑрла страницӑсем ҫинчен тарӑн пӗлӳ парасси, патриотизм туйӑмне вӑйлатасси, пирӗн халӑхӑн историйӗпе мӑнаҫлантарасси пулнӑ.
Альбина Николаевна ачасене Хырай Ӗнел ялӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем ҫинчен каласа панӑ, Хӑюлӑх орденне тивӗҫнӗ Андрей Руссаковӑн паттӑрла ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Вӑл паян кун та ятарлӑ ҫар операцийӗнче, пирӗн Тӑван ҫӗршыва тӑшмансенчен хӳтӗлет.
Нина Яковлевна ҫар летчикӗ, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант ҫинчен каласа панӑ. Вӑл — легенда пулса тӑнӑ ҫын, вертолетпа тӗнчере пӗрремӗш икӗ полюса ҫитсе курнӑ. Шкул ачисем вӑрҫӑ ҫинчен калакан фильмсен фрагменчӗсене курса ҫар наградисен историйӗ, паттӑр ӗҫсем, ҫынсен хӑюлӑхӗ ҫинчен пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех истори учителӗ Ольга Григорьевна Сорокина Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ паттӑрӗсем ҫинчен аса илтернӗ, ачасемпе пӗрле Тӑван ҫӗршыв ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене тишкернӗ. Мероприятире вӗренекенсем Валери Туркайӑн ҫӗнтерӳ тата паттӑрсем ҫинчен калакан сӑввисене те вуланӑ.
Уҫӑ урокра ачасем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫӗн хакӗпе ҫӗршыв ирӗклӗхне упраса хӑварнӑ ятсӑр салтаксен ячӗпе пӗр минут шӑп тӑнӑ.
Светлана Петрова,
Ирина Смирнова.

