Ҫак кунсенче Шупашкарти «Волга» стадионта массӑллӑ информаци хатӗрӗсен командисем хушшинче пӗрремӗш ГТО фестивалӗ иртрӗ. Ӑна ЧР Спорт министерстви, ЧР Цифра министерстви тата «Советская Чувашия» хаҫат пулӑшнипе йӗркелесе ирттерчӗҫ. Мероприятие 24 команда йышӗнче 100 ытла калем ӑсти хутшӑнчӗ, ҫав шутра «Каҫал ен» тата «Вакыт» хаҫатсен ӗҫченӗсем те айккинче тӑрса юлмарӗҫ.
Чи малтанах республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Степанов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ҫӑмӑл атлетикӑпа СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, ҫуллахи 25-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ тӗнче тата Европа чемпионки Алина Николаева саламлӑ сӑмах каласа пуҫтарӑннисене ГТО нормисене ӑнӑҫлӑн тытма сунчӗҫ.
«Ҫакӑн пек фестивальсем спорт юхӑмне тата ҫӗнӗ ҫынсене явӑҫтарма пулӑшаҫҫӗ. Эсир, журналистсем, хӑвӑр тӗслӗхпе вулакансене тата куракансене активлӑ тата спортивлӑ пулма хавхалантаратӑр. III кварталӑн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ГТО комплексне пурнӑҫлас енӗпе республика Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗм субъекчӗсем хушшинче 8-мӗш, Атӑлҫи федераллӑ округра 1-мӗш вырӑн йышӑнать. Ҫак фестиваль пулӑшнипе эпир Раҫҫей рейтингӗнче тата тепӗр утӑм малалла тӑвасса, Атӑлҫи федераллӑ округра вара малти вырӑна сыхласа хӑварасса шансах тӑратӑп», — палӑртрӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче.
Малалла республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пуҫтарӑннӑ спортсменсем ГТО нормисене пурнӑҫлас ӗҫе пикенчӗҫ: турник ҫинче туртӑнса, вырӑнтан инҫӗшне сиксе, кире пуканӗ ҫӗклесе, гимнастика сакки ҫинчен малалла пӗшкӗнсе, пневматика винтовкинчен персе тата ытти енсемпе пултарулӑхне тӗрӗслерӗҫ. Чи маттуррисем кубоксене, медальсене тата Хисеп грамотисене тивӗҫрӗҫ.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

