2004 ҫултанпа пуҫласа ЧР ,ҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс ирттерет. Унта хутшӑнакансем хӑйсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Пурӗ ҫак конкурса ирттерме пуҫланӑранпа унта 3330 ытла ҫемье хутшӑнма ӗлкӗрнӗ те. Кӑҫал та конкурс нумай ҫынна пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ.
«Ҫулталӑк ҫемйинче йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсен: юратӑвӑн, шанчӑклӑхӑн, хисепӗн, пӗр-пӗрне пулӑшнин, ӑнланнин пысӑк пӗлтерӗшне уйрӑмах палӑртас килет. Шӑпах ҫак хаклӑхсем ҫинче пирӗн обществӑн никӗсӗ пулса тӑракан кашни ҫирӗп те телейлӗ ҫемье тытӑнса тӑрать. Ҫемье ҫулталӑкӗнче ҫемьесене патшалӑх пулӑшӑвӗ парасси ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑратпӑр. Юлашки 4 ҫулта 19 ҫӗнӗ пулӑшу мери ӗҫе кӗртнӗ. Ҫемьесем ҫак тимлӗхе туяҫҫӗ, кашни тӑваттӑмӗш ача нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнет. Ҫакӑн пек ҫемьесем пирӗн 19 пине яхӑн», — палӑртнӑ ЧР ,ҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова конкурса мала тухнисене чыслама йӗркеленӗ мероприятире.
Конкурсӑн финал тапхӑрне муниципалитетсенче мала тухнӑ 28 ҫемье хутшӑннӑ. Вӗсем пурте хӑйсен уйрӑмлӑхӗсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ: пӗрисем спортпа туслӑ, теприсем юрра-ташша ӑста, виҫҫӗмӗшсем сад-пахча ӗҫне кӑмӑллаҫҫӗ, волонтер акцийӗсене хастаррӑн хутшӑнакансем те пур. Вӗсене пӗрлештерекенни вара — йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене упрани, кашни ҫемьене телей кӳрекен юратупа килӗшӳ.
Пирӗн муниципаллӑ округран ҫак конкурсра Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Евграфовсен ҫемйи мала тухнӑ. Надежда Виссарионовнӑпа Валерий Николаевич 29 ҫул пӗр-пӗрне юратса, ӑнланса пурӑнаҫҫӗ, 7 ачана воспитани параҫҫӗ, вӗсенчен 3-шӗ — усрава илнӗскерсем. Мероприятире вӗсене те ятарлӑ сертификат парса чысланӑ.
Хаваслӑ уяв пирӗн республикӑра ҫирӗп те телейлӗ, тӗслӗхлӗ ҫемьесем нумай, паянхи кун ҫемье хаклӑхӗсене упрасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине тепӗр хут кӑтартса панӑ.

