Нумаях пулмасть «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн бассейнӗнче шывра ишессипе шкул ачисем хушшинче ӑмӑрту иртнӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин тата «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Денисов мероприятие уҫса спортсменсене ӑнӑҫу тата лайӑх кӑтартусем тума суннӑ.
Ачасем ӳсӗмне кура тӗрлӗ ушкӑнсенче ӑмӑртнӑ, 50 тата 100 метрлӑ дистанцисенче финиша чи малтан ҫитме ӑнтӑлнӑ. 2015 ҫулта ҫуралнисем тата ҫамрӑкраххисем хушшинче Урмаел вӑтам шкулӗнчи Камиля Шакурова тата ҫак шкултах вӗренекен Салих Сахров дистанцие пуринчен те малтан парӑнтарма пултарнӑ. 2013—2014 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен Злата Белковӑна тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен Кирилл Орлова ҫитекен пулман. 2011—2012 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче Анастасия Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) тата Арсений Хораськин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) чи маттуррисем пулнӑ. Тата тепӗр ушкӑнра Вероника Комиссаровӑпа (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ) Кирилл Кузьмин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) финиша чи малтан ҫитнӗ. Чи аслисем хушшинче вара Элина Тумаланова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) тата Ярослав Кокорев (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.
Петр порядКОВ.

