Вторник, 13 октября

Чи пахи – тимлӗхпе хисеп

Ватӑ ҫынна мӗн кирлӗ; Паллах, ӑна хисеплени, тимлени, ун сӗнӗвӗсене итлени, унпа канашлани. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ кинемейсемпе мучисене юбилейпе саламлама пуҫтарӑнни шӑпах вӗсене хисепленине кӑтартса парать те. Ҫак кунсенче Урмаелӗнче пурӑнакан Зейнеп Сулейманова 95 ҫул тултарнине уявларӗ. Ҫак паллӑ пулӑмпа ӑна Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ Айрат Ямалетдинов, библиотека тата культура тытӑмӗн ӗҫченӗсем саламларӗҫ.

Зейнеп аппа нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫитӗннисемпе тан колхозра ӗҫленӗ, пӗртӑ-ванӗсене пӑхнӑ. 19 ҫул тултарсан качча тухнӑ, мӑшӑрӗпе вӗсем 9 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑл Асия хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать. «Эпӗ хам та тахҫанах ҫитӗннӗ ҫын пулсан та анне паян кун та пирӗн хушӑра пулнӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Эпир пурте питӗ туслӑн ӳснӗ, пурте хамӑр ялтах тӗпленнӗ. Анне ҫумӗнче яланах ӑшӑрах, лайӑхрах», — тет Асия аппа.

Зейнеп Сулеймановӑна чаплӑ юбилейпе саламлама ачисем, мӑнукӗсем, мӑнмӑнукӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Унӑн 21 мӑнукпа 22 мӑнмӑнук! Кинемей хӑйне хисеплесе пуҫтарӑннӑшӑн питӗ савӑнчӗ, пурне те чӗререн тав турӗ. «Эпӗ — вӑрҫӑ нушине курнӑ ҫын. Ҫамрӑксене тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатӑп. Ачамсене мана пӑхнӑшӑн питӗ пысӑк тав», — терӗ вӑл чунне уҫса. Кинемейрен вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен ыйтсан, вӑл ҫапла хуравларӗ: «Пӗр ӗмӗре яхӑн пурӑнтӑм. Лайӑх кӑмӑллӑ пулмалла, ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшмалла. Мӗн пурришӗн Турра тав тумалла, пурнӑҫпа савӑнмалла».

Минслу СУЛЕЙМАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *