Четверг, 24 октября

Вӗсенче – пирӗн пуласлӑх, халӑх шанчӑкӗ

Вӗсенче – пирӗн пуласлӑх, халӑх шанчӑкӗ

Кашни хӗрарӑмшӑн пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ утӑмсенчен пӗри — пепкене кун ҫути парнелесси, анне пулса тӑрасси. Ача кӗтнӗ вӑхӑт — кашниншӗн тӗлӗнмелле тапхӑр. Пулас анне 18 ҫулта-и е 40-ре — ӑна пурпӗр тимлӗх те пулӑшу кирлӗ. Йывӑр ҫын хӗрарӑмсем ҫине тимлӗх уйӑрма хистес, ҫемье хаклӑхне ӳстерес тӗллевпе Раҫҫейре апрелӗн 7-мӗшӗнче тата октябрӗн 7-мӗшӗнче ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку вӑл ҫӗнӗ уяв, ӑна пӗрремӗш хут 2022 ҫулта ҫӗршывӑн 16 регионӗнче акци евӗр ирттернӗ. Халӗ вара вӑл пӗтӗм Раҫҫейри уяв шутланать.

Ҫак кун районти тӗп больницӑн хӗрарӑмсен консультацийӗн уйрӑмӗнче уяв йӗркелесе ирттернӗ. Унта округри ача кӗтекен хӗрарӑмсем те хутшӑннӑ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова саламланӑ. «Пирӗн патшалӑх аннесене пулӑшу кӳресси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Пурне те ача кӗтнӗ вӑхӑтра хӑвӑра лайӑх туйма, ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ кунсене ҫӑмӑллӑн ирттерме сунатӑп. Ҫывӑх ҫынсем тимлӗхпе тата юратупа хупӑрлаччӑр. Сире тӑхӑр уйӑх сӑнаса тӑракан, Раҫҫейӗн пуласлӑхне ҫитӗнтерекен хӗрарӑмсемшӗн пӑшӑрханакан, вӗсемшӗн савӑнакан акушер-гинекологсене, медицина сестрисене чӗререн тав тӑватӑп», — уҫнӑ вӑл шухӑшне.

Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова саламсем ҫумне хутшӑнса ачаллӑ ҫемьесем усӑ курма пултаракан федераллӑ тата регионаллӑ пулӑшу мерисем ҫинчен аса илтернӗ. Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшусемпе тивӗҫтерекен центрӑн специалисчӗ Светлана Дмитриева ҫемьесене тата ачасене паянхи кун мӗнле пулӑшусем кӳни ҫинчен каласа панӑ, малашне ача пособийӗсене илессинче йывӑрлӑхсем сиксе тухсан пӗр вӑтанмасӑр центра пулӑшу ыйтма пыма сӗннӗ. «Чувашия-МЕД» страхлав компанийӗн представителӗ Надежда Краснова тин ҫуралнӑ ачасене валли страхлав медицина полисӗсене мӗнле майпа илмелли ҫинчен каласа ӑнлантарнӑ.

Тӗлпулӑва районти библиотекӑн ӗҫченӗ Валентина Боровкова та хутшӑннӑ. Вӑл ача кӗтекенсемшӗн интереслӗ литературӑпа паллашма сӗннӗ.

Паянхи кун хӗрарӑмсен консультацийӗнче ача кӗтекен 59 хӗрарӑм шутра тӑрать. Вӗсенчен 20-ӗшӗн виҫӗ е ытларах ача. Йывӑр ҫын хӗрарӑмсен вӑтам ӳсӗмӗ — 30 ҫул. Ҫав вӑхӑтрах 40 тата 41 ҫулта ача кӗтекенсем те пур. «5 ҫул каяллахипе танлаштарсан йывӑр ҫын хӗрарӑмсен шучӗ чылай сахалланса пыни сисӗнет. Унччен вӗсен шучӗ 148—150 ҫынпа танлашатчӗ. Ҫав вӑхӑтрах хырӑм пӑрахакансем те паянхи кун сахал. Вӗсемпе эпир калаҫусем ирттерсе ҫак утӑма тӑвиччен лайӑх шутлама ыйтатпӑр. Патшалӑх ҫураласлӑха ӳстерме тӗрлӗ мерӑсем йышӑннине кура эпир те варта тӗвӗленнӗ кашни пепкене ҫут тӗнчене килме пулӑшас тесе тӑрӑшатпӑр», — пӗлтернӗ акушер-гинеколог Анна Козлова. 

Мероприяти ача кӗтекенсемшӗн усӑллӑ информаципе пуян пулнӑ, ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртнӗ. Юлашкинчен хӗрарӑмсен консультацийӗнче тӑрӑшакансем вӗсене асӑнмалӑх парнесем панӑ. 

Анна КОЗЛОВА,

 акушер гинеколог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *