Четверг, 24 октября

Паттӑрсем умӗнче пуҫ таятпӑр

Паттӑрсем умӗнче пуҫ таятпӑр

Шурут-Нурӑс ялӗнче тата Шурут территори уйрӑмне кӗрекен ытти ялсенче пурӑнакансемшӗн кӑҫалхи октябрӗн 5-мӗшӗ яланлӑха асра юлӗ. Ҫак кун Шурут-Нурӑс ялӗнче 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисене асӑнса лартнӑ ҫӗнӗ палӑка уҫрӗҫ.

Палӑка пуҫаруллӑ бюджетировани программине хутшӑнса тунӑ. Ун таврашӗнчи территорие тирпей-илем кӗртес енӗпе вара вырӑнти ял ҫыннисем нумай тӑрӑшнӑ. Пуҫаруллӑ ҫынсем палӑк валли халӑхран укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ, ыттине вара патшалӑх панӑ. Мрамор плита ҫине вӑрҫа хутшӑннӑ кашни ҫыннӑн тулли ятне ҫырнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫывхарса пынӑ май ку палӑк паян пурӑнакан ӑрусем ҫӗнтерӗве туптанӑ несӗлсене манманнине, хисепленине, вӗсен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ тайнине кӑтартса парать.

Палӑка уҫнӑ ҫӗре Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В.М.Антонов, Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М.Маштанов, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов, Шурутри храм настоятелӗ Леонтий атте, Шурут-Нурӑс ялӗнче ҫуралса  ӳснӗ «Кӗтне» ентешлӗх представителӗ, палӑк тӑвас ӗҫе пуҫараканӗсенчен пӗри В.Е.Михеев, ялти хисеплӗ ҫынсем А.Г.Яковлев, А.Г.Ильин, И.В.Васильев, С.Н.Матросов тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ. Н.Н.Раськин ял ҫыннисене ҫакӑн пек пысӑк та кирлӗ ӗҫе пурнӑҫлама вӑй-хал тата укҫа-тенкӗ ҫитернӗшӗн тав турӗ, округра иртекен мероприятисене хастаррӑн хутшӑннӑшӑн В.Е.Михеева «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе, палӑка тӑвас ӗҫре нумай тӑрӑшнӑ активистсене администрацин Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысларӗ. 

Тухса калаҫакансем палӑка уҫни питӗ пӗлте- рӗшлӗ пулӑм пулнине палӑртрӗҫ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри ҫӗнтерӳ мӗн хака ларнине яланах асра тытмалли ҫинчен каларӗҫ. Пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн хӑнасемпе ял ҫыннисем палӑк патне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Леонтий атте вилнисене асӑнса кӗлӗ турӗ, палӑка сӑвапларӗ.

Малалла мероприятин концерт программи пуҫланчӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем, чӑваш эстрада юрӑҫисем Катя Петрова тата Сергей Павлов юрӑсем шӑрантарса куракансене лайӑх кӑмӑл парнелерӗҫ. Мероприятие ертсе пыракан Г.Симакова ял ҫыннисене пысӑк ӗҫ тума пултарнӑшӑн тав турӗ, ҫӗнӗ тӗллевсем лартса вӗсене те пурнӑҫласа пыма сунчӗ.

Галина Симакова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *