Четверг, 24 октября

Вӗсен пуян опычӗ темрен те паха

Вӗсен пуян опычӗ темрен те паха

Октябрӗн 4-мӗшӗнче, Учитель кунӗ умӗн, Хырай ,нел вӑтам шкулӗнче педагогика ӗҫӗн ветеранӗсемпе тӗлпулу иртрӗ. Хаклӑ хӑнасене шкул ӑшшӑн кӗтсе илчӗ.

Тӗлпулӑва П.С.Зайцев, Н.В.Кузьмина, Н.Я.Зайцева, Е.И.Лебедева, А.М.Чемешева тата С.В.Зайцев килсе ҫитрӗҫ. Паянхи кун вӗсем пурте тивӗҫлӗ канура, анчах хӑйсен вӗренекенӗсен асӗнче вӗсем яланах юратнӑ учительсем — хӑш чухне ҫирӗп ыйтакан, хӑш чухне ырӑ та хаваслӑ, анчах яланах пулӑшма хатӗр, пуян ӑс-тӑнлӑ наставниксем пулса юлаҫҫӗ.

Тӗлпулура чи малтанах шкул директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Г.З. Гисматуллина тухса калаҫрӗ. Курма килнӗ кашни учитель-ветеран валли вӑл ӑшӑ сӑмахсем тупрӗ, вӗсен ӗҫӗсене аса илчӗ, шкул аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ. Унтан нумай ҫул педагогсен коллективне ертсе пынӑ Петр Зайцев сӑмах илчӗ, шкул ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмах каларӗ, юлашкинчен туслӑх яланах малти вырӑнта пулмалли ҫинчен аса илтерсе «Если с другом вышел в путь» юрра пӗрле юрлама сӗнчӗ.

Шкул ачисем ветерансене уяв концерчӗ кӑтартса пачӗҫ. Ӑна Егор Кошкинпа Виталина Шаринкина ертсе пычӗҫ. Учитель-ветерансем вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравласа унчченхи шкул пурнӑҫне, уявсене, юратнӑ вӗренекенӗсене, ӗҫленӗ вӑхӑтри интереслӗ самантсене аса илчӗҫ.

Унтан учительсем тутлӑ чейпе сӑйланса чылайччен калаҫса ларчӗҫ, иртнине аса илсе кулчӗҫ, савӑнчӗҫ, ҫамрӑклӑхри юрӑсене пӗрле шӑрантарчӗҫ. Уяв сӗтелӗ хушшинче хаваслӑ та хӑтлӑ пулчӗ. Мероприяти вӗҫӗнче педагог-ветерансене чечексем парнелерӗҫ, пӗрле сӑн ӳкерттерчӗҫ.

Шел пулин те, пирӗн шкулӑн пур ветеранӗ те уява килеймерӗ, апла пулин те, шухӑшӗсемпе вӗсем ҫак кун пирӗнпе пӗрле шкулта пулчӗҫ пуль тесе шутлатпӑр. Пирӗн хаклӑ ветерансем ҫӗнӗрен шкул пурнӑҫне хутшӑнса хӑйсене ҫамрӑк чухнехи пек туйма, пӗрле ӗҫленисемпе курнӑҫса калаҫма пултарнӑшӑн эпир питӗ хавас. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр, тӗлпулӑва килсе уявра пӗрле савӑнма май тупнӑшӑн чӗререн тав тӑватпӑр.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *