Воскресенье, 6 октября

Тӑрӑшнине кура тухӑҫ савӑнтарать

Тӑрӑшнине кура тухӑҫ савӑнтарать

Округра вырма ӗҫӗсем вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсем пахча ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртес енӗпе пикенсех ӗҫлеҫҫӗ, хирсем кунран-кун пушанса пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех анасене сухалаҫҫӗ, кӗрхи культурӑсене акаҫҫӗ. Октябрӗн 1-мӗшӗнче пирӗн округра ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Николай Раськинпа пӗрле вӗсем «Слава картофелю» агрофирмӑна ҫитсе унти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ.

Агрофирма — округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хушшинче чи пысӑк лаптӑк ҫинче ҫӗрулми ҫитӗнтерекен хуҫалӑх. Кунта пысӑк тухӑҫ паракан ҫӗнӗ сортсем ӳстереҫҫӗ, ҫӗнӗ йышши технологисемпе куллен усӑ курса ҫулсерен лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне организаци тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ те ҫитӗнтерет. Акӑ, хальхи вӑхӑтра кишӗр тата хӗрлӗ кӑшман уйӗ- сенче ӗҫ вӗрет. Агрофирма ӗҫченӗсем ӑнса пулнӑ тымар ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртес енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. 

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче организацин генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин малашнехи плансемпе паллаштарнӑ, предприяти кулленхи ҫивӗч ыйтусене мӗнле татса пани ҫинчен каласа панӑ. «Слава картофелю» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Рамиль Идиатуллин палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра ҫӗрулмие кӑларса пӗтернӗ пекех. «Слава картофелю» компанисен ушкӑнӗ пурӗ 25 пин тонна ытла «иккӗмӗш ҫӑкӑр» хиртен управсене кӗртнӗ. Унӑн тухӑҫлӑхӗ гектартан 350 центнерпа танлашать. Ҫавӑн пекех кишӗрпе хӗрлӗ кӑшман уйӗсенче те ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Вӗсен те тухӑҫӗ савӑнтарать. 

Ҫӑвӗпе ҫитӗнтернӗ тухӑҫа вӑхӑтра тата типтерлӗн пуҫтарса кӗртме май пулни ҫӗнетнӗ машинӑпа трактор паркӗпе те ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр, паянхи кун ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем валли республикӑра ятарлӑ пулӑшу программи вӑйра. Унпа усӑ курса техника илме кайнӑ укҫа-тенкӗн 45 проценчӗ таран каялла тавӑрма пулать. «Патшалӑх пулӑшӑвӗн программипе усӑ курса эпир ҫӗрулми кӑларакан комбайн, Раҫҫейре тата кӳршӗ ҫӗршывсенче туса кӑларнӑ тракторсем тата ытти те туяннӑччӗ. Ку, паллах, ҫӗр ӗҫченӗшӗн пысӑк пулӑшу», —палӑртнӑ Рамиль Идиатуллин.

Техникӑна ҫӗнетессин программи 2020 ҫулта пуҫланнӑранпа республикӑри аграрисем унпа усӑ курса 4 пин ытла техника хатӗрӗ туяннӑ. Ҫакӑ паянхи кун вырма ӗҫӗсене, пахча ҫимӗҫе пуҫтарса кӗртессине хӑвӑртрах пурнӑҫлама май парать.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хуҫалӑхра ӗҫсене мӗнле йӗркеленине пысӑк хак панӑ, пахча ҫимӗҫсене кӗске хушӑра пуҫтарса кӗртме, тухӑҫа вӑхӑтра вырнаҫтарса пысӑк тупӑш илме суннӑ.  

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *