Воскресенье, 6 октября

Тухтӑрсем ялах килеҫҫӗ

Тухтӑрсем ялах килеҫҫӗ

Республикӑра пӗтӗм Раҫҫейри «Ырӑлӑх — яла» проектпа килӗшӳллӗн аякри ялсенче пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслеме тӗрлӗ специалистсем килсе ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫакӑн пек акци Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсенче иртнӗ. Вырӑнти фельдшерпа акушер пунктне республика больницисенчен тухтӑрсен бригади килнӗ.

Кӑмӑл тӑвакансем пурте тӗрлӗ специалистсенчен канаш ыйтма пултарнӑ. Ҫак кун пурӗ 94 ҫын тухтӑрсенчен консультаци илнӗ, ҫав шутра 23 пациентӑн сывлӑхне невролог тӗрӗсленӗ, 23 пациентӑнне — офтальмолог, 12 ҫынӑнне — гериатр, 13 ҫынӑнне — гастроэнтеролог. УЗИ-диагностики витӗр 22 ҫын тухнӑ.

Тухтӑрсемпе пӗрле волонтер-медиксем те килнӗ. Вӗсем Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче аслӑ классенче вӗренекенсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне мӗнле памаллине вӗрентнӗ. Педагогсем тата вӗренекенсем ӑсталӑх класӗ- сене хутшӑннӑ, сывлӑх сыхлавӗ-пе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӗрле сӳтсе явнӑ.

Общество сывлӑхӗн, медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республика центрӗн врач-методисчӗ Галина Тюрина ял ҫыннисене чӗре тата юн тымарӗсен чирӗсенчен мӗнле сыхланмалли, артерири юн пусӑмне мӗнле тӗрӗс виҫмелли ҫинчен каласа панӑ, юн пусӑмӗ пысӑк е чӗрен ишеми чирӗ чухне мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл шкул ачисемпе сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен калаҫу ирттерсе тӗрӗс апатланни тата нумай хускану туни организмшӑн усӑллӑ пулни ҫинчен каланӑ.

Волонтер-медиксем шала каякан инфекцилле мар чирсенчен сыхланма мӗн тумалли ҫинчен калаҫнӑ, скандинави мелӗпе тӗрӗс утмалли техникӑна кӑтартса панӑ.

Акци вӑхӑтӗнче 100 ытла ҫын куҫса ҫӳрекен флюорографпа ӳпкисене тӗрӗслеттернӗ.

«Пирӗн пата Шупашкартан специалистсем час-часах килеймеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫакӑн пек май пулсан эпир активлӑн хутшӑнатпӑр. Кун пек чухне килтен ик утӑмрах специалистсене сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене  пама, консультаци илме пулать. Пур медицина ӗҫченӗ те питӗ кӑмӑллӑ та тимлӗ», — палӑртнӑ Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Любовь Иванова.

Ял ҫыннисен сывлӑхне Валентина Карпова фельдшер сӑнаса тӑрать. Вӑл Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсенче пурӑнакан кашни ҫынна: чи пӗчӗккисенчен пуҫласа ватӑсем таранах пӗлсе тӑрать, кам мӗнпе чирлине пӗлсе вӑхӑтра профилактика сиплевӗ ирттерме тӑрӑшать. Ҫулталӑк тултарман пепкесене тата ватӑ ҫынсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрать вӑл. Ҫавӑн пекех ҫулсерен халӑха диспансеризацие явӑҫтарать.

«Республика шайӗнчи специалистсен пулӑшӑвӗ нихӑҫан та ытлашши пулмасть. Ялта пурӑнакансем вӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ку проекта малашне те тӑсмалла, вӑл аякри ялсенче пурӑнакансене квалификациллӗ медицина пулӑшӑвӗ илме май парать», — уҫнӑ вӑл шухӑшне тухтӑрсене тав тунӑ май.

Специалистсем ял ҫыннисен сывлӑхне тӗрӗслесе сиплев курсӗсем ҫырса панӑ. Вӗсем мӗнле пурнӑҫланнине вара вырӑнти фельдшер тӗрӗслесе тӑрӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *