Вторник, 8 октября

Ҫемье – пурнӑҫ тӗрекӗ

Ҫемье – пурнӑҫ тӗрекӗ

Ҫемье вӑл –— тӗрек, телей управӗ. Лайӑх ҫемье ачана тӗрек парать, ҫак тӗнчере ҫирӗпленме пулӑшать, пурнӑҫ тӗрекне туйма май парать. Туслӑ та ҫирӗп ҫемьере никам та, никама та кӳрентермест. 

Ҫирӗп ҫемье — кашни ҫыншӑн ҫутӑ малашлӑх парнелекен, пурнӑҫ тыткӑчи пулса тӑракан ҫирӗп никӗс.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин 2024 ҫула Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ку, паллах, ахальтен мар. Ҫак йышӑнӑва ҫемьесен йӑлана кӗнӗ хаклӑхӗсене сыхласа хӑварас тӗллевпе тунӑ.Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ мӑшӑрсем сахал мар. Кукаҫи-кукамай патӗнче тӑтӑш пурӑннӑ май ватӑ мӑшӑрсене курса, вӗсемпе пуплесе тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп. Вӗсен калаҫӑвӗ, тыткаларӑшӗ пирӗншӗн, ҫамрӑксемшӗн, чӑннипех те ырӑ тӗслӗх. Вӗсен пурнӑҫӗ, тараватлӑхӗ, уҫӑ кӑмӑлӗ, ӑшпиллӗхӗ, ырӑ ӗҫӗсем пуласлӑха тӗрӗс ҫулпа утма вӗрентеҫҫӗ. Кӳршӗ-аршӑпа, тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнни, килен-каякана тарават кӗтсе илсе ӑсатни, — ҫакӑ мар-и ҫамрӑксемшӗн вӗренмелли. Вӗсенче ҫепӗҫлӗх, вӑй-хӑват тапса тӑрать.

Хисеплӗ вулакансем, эпӗ сире Йӑлмахвари чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ мӑшӑр Ефросиния Николаевнӑпа Георгий Анисимович Хораськинсем ҫинчен каласа парасшӑн. Вӗсен килӗ умне ҫитсенех тирпейлӗх хуҫаланнине асӑрхатӑн. Пахча умӗ тӗрлӗ чечексемпе пуян, картишӗнче те  вырӑн тупнӑ вӗсем. Пӳрте кӗрсен кӑмакари шаркку шӑрши сӑмсана кӑтӑкларӗ. «Эсӗ килессе пӗлсе ятарласа кӑмака хутрӑм», —  тет 87 ҫула ҫывхаракан  Явраҫ аппа.

— Этем ӗмӗрӗ вӑрӑм пек, анчах вӑл ытла та хӑвӑрт иртет. Алла-аллӑн, ҫума-ҫумӑн, пӗр чӗлхере утмӑл ҫултан та иртрӗмӗр. Тӗрӗссипе, утмӑл ултӑ ҫул пурӑнатпӑр. Ултӑ ҫулне хут уйӑрттармасӑр пурӑнтӑмӑр, вӑхӑчӗ ҫавнашкал пулнӑ. Ултӑ ача (виҫӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр) ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑлартӑмӑр, — калаҫӑва пуҫларӗ Явраҫ аппа, ялта ӑна хисеплесе ҫапла чӗнеҫҫӗ, — асли, Петя, ҫемйипе Мускав хулинче пурӑнать, аслӑ хӗрпе кӗҫӗн хӗр тӑван ялта мӑшӑр тупса тӗпленнӗ, Раиса Шупашкар хулинче. Шел те, икӗ ывӑл, Генӑпа Валера, пурнӑҫран ир уйрӑлса кайрӗҫ.

— Эпир пурӑннӑ вӑхӑта сирӗн курмалла ан пултӑр, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Кивар тете, — эпӗ 1935 ҫулхи декабрӗн  24-мӗшӗнче  ҫуралнӑ. Анисим Ивановичпа Анисия Герасимовнӑн пӗрремӗш ачи пулнӑ. Ывӑл ҫуралнӑшӑн питӗ савӑннӑ аттепе анне. Ман хыҫҫӑн йӑмӑк Зина ҫут тӗнчене килнӗ. Тӑхӑнмалли, ҫимелли пулман, ҫитмен, анчах вӗсем пуҫа усман, вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫленӗ.

Хаяр вӑрҫӑ пуҫлансан 1942 ҫулта ашшӗ темиҫе хутчен ҫар комиссариатне кайса килнине, вӑрҫа тухса кайнине паянхи пекех астӑвать Георгий Анисимович. Куҫҫуль витӗр аса илет вӑрҫӑ ачи, ӗҫ ветеранӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ҫичӗ ҫулта кӑна пулнӑ. Амӑшӗ кӗҫӗн шӑллӗпе Николайпа йывӑр ҫынла юлнӑ. Аслисем амӑшӗпе пӗрле тырӑ вырнӑ,  сӳрелеме ҫӳренӗ. Ашшӗ вӑрҫӑ хирӗнчен киле таврӑнайман, Смоленск ҫывӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ҫакӑ ҫемьешӗн пысӑк хуйхӑ пулнӑ. Арҫын ӗҫӗ пӗтӗмпех Кивар тете ҫине тиеннӗ.

Йӑлмахвара пуҫламӑш шкул пулманнипе ҫынсем патӗнче вӗреннине, ун хыҫҫӑн Хирти Мӑнтӑрти ҫичӗ класс вӗренмелли шкулта ӑс пухнине каласа парать ветеран. «Знамя» колхозра конюхра ӗҫлеме пуҫлать. Каярахпа скотникра, ҫулла ӗне кӗтӗвӗ пӑхать. 1957 ҫулта ял хӗрӗпе Ефросиния Чаржовӑпа пӗр хушамат ҫыраҫҫӗ.

— Сехет шаккать, вӑхӑт шӑвать, 67 ҫул пӗрле… Калама кӑна ҫӑмӑл. Пӗр тумхахсӑр, тем тесен те, ҫак ҫулсене пурӑнма май ҫук. Мӗнре-ши сирӗн ҫемье тӗрекӗ, ҫакӑн чул пӗр ҫӗре сурса пурӑнма ӑҫтан вӑй-хӑват ҫитеретӗр? — сӑмах ҫӑмхине  сӳтсе ыйтатӑп вӗсенчен.

— Хура-шурра пӗрле пайлани, пӗр-пӗрне куҫран пӑхса ӑнланни, килти ӗҫсене уйӑрманни — ҫаксем мар-и пурнӑҫ тыткӑчи, — калаҫӑва тӑсать малалла Явраҫ аппа.  ,ҫ ҫынна илем кӳрет тенине аса илтерет. Ҫынпа ҫын пек пулмаллине, ватӑсемпе ватӑлла, ҫамрӑксемпе ҫамрӑкла калаҫмаллине, Турӑран иртмелле маррине вӗрентсе калать.

— Пурнӑҫ хӑй пурӑнма вӗрентет, ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман, — тет куларах Кивар тете.

Ҫак ҫула ҫитсе те паянхи кун картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх, чӑх-чӗп усраҫҫӗ, ачисене, мӑнукӗсене  пахча ҫимӗҫпе, аш-какайпа савӑнтараҫҫӗ. Ҫемье пысӑк вӗсен: ултӑ ачин вунпӗр мӑнук, мӑнмӑнуксем — вуннӑ.                   

Чӑнах та, вӗсенчен тӗслӗх илмелли чылай. Ял хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ вӗсем. 2023 ҫулта Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче сумлӑ мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль парса чысланӑ. Ҫемье пухмачӗнче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Георгий Анисимовичӑн «Хисеп палли» орден, «Социализмла ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи» паллӑ, Хисеп хучӗсем чылай. Ефросиния Николаевнӑн та наградӑсем нумай. Вӗсен хушшинче I тата  II степеньлӗ Ача амӑшӗн медалӗсем, Хисеп хучӗсем вырӑн тупнӑ. Иккӗшӗ те ӗҫ ветеранӗсем.

— Пурнӑҫра пурте Турӑ ирӗкӗпе пулса иртет. Ӗҫченлӗх, сӑпайлӑх… — ҫакӑ мар-и ҫемье тӗрекӗ, — ҫакӑн пек  шухӑшсемпе уйрӑлтӑм хисеплӗ мӑшӑртан.

Анастасия Мазурова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *