Четверг, 10 октября

3 пин ытла сертификат панӑ

3 пин ытла сертификат панӑ

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ амӑш капиталӗн 3274 сертификатне панӑ. Вӗсенчен нумайӑшне заявлени ҫырмасӑрах илме май пулнӑ. Проактивлӑ формат 2020 ҫулта вӑя кӗнӗ% ачана ЗАГС органӗнче регистрациленӗ хыҫҫӑн амӑшӗн Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинетне электрон сертификат килет.

Республикӑри ачаллӑ ҫемьесен 95 ытла проценчӗ патшалӑх пулӑшӑвӗпе туллин е пӗр пайӗпе усӑ курма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Ҫак программа пулӑшнипе чылай чухне пурӑнмалли условисене лайӑхлатаҫҫӗ. 2024 ҫул пуҫланнӑранпа регионти 3 пин ытла ҫемье амӑш капиталне ҫурт-йӗр туянма, хӑпартма е реконструкцилеме янӑ. Ҫак тӗллевсем валли СФРӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ 1,9 миллиард тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫавӑн пекех республикӑра  пурӑнакансем хушшинче амӑш капиталӗнчен ача виҫӗ ҫул тултариччен уйӑхсерен укҫа-тенкӗ илсе тӑракансем те чылай. Паянхи куна 1208 ҫемье пулӑшӑвӑн ҫак мерипе усӑ курать. Тепӗр анлӑ сарӑлнӑ ен — вӗренӳ. Кӑҫал Социаллӑ фонд уйрӑмне ҫак тӗллевпе 808 заявлени килнӗ, вӗсене пӑхса тухса 41,8 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Хальхи вӑхӑтра пӗрремӗш ача ҫуралсан паракан амӑш капиталӗн виҫи 630380,78 тенкӗпе танлашать. 2020 ҫулччен ҫуралнӑ икӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесем те ҫак суммӑна тивӗҫеҫҫӗ. 2020 ҫултан пуҫласа иккӗмӗшне ҫуратнӑ пулсан вара тата 202643,96 тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ.

Саккун тӑрӑх амӑш капиталӗпе ача виҫӗ ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн усӑ курма юрать. Сертификатпа усӑ курса ипотека кредитне тӳлесе татас, ача садне ҫӳренӗшӗн тӳлес, уйӑхсерен   тӳлев илсе тӑрас е инвалид ачана социаллӑ адаптаци тума пулӑшас тесен вара ача виҫӗ ҫул тултариччен кӗтмесен те     юрать.

Палӑртса хӑвармалла: кӑҫалтан пуҫласа амӑш капиталне илес текен ашшӗ-амӑшӗн те, ачин те пепке ҫуралнӑ самантра Раҫҫей гражданлӑхӗ пулмалла.  

Тӗрлӗрен социаллӑ ыйтусемпе, ҫав шутра пенсисемпе ҫыхӑннисемпе те, пӗрлӗхлӗ контакт-центр телефонӗпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать. Унӑн номерӗ: 8-800-100-00-01 (шӑнкӑрав тӳлевсӗр). Ҫавӑн пекех СФРӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ВКонтакте, Одноклассники тата Телеграм социаллӑ сетьсенчи страницисенче те консультаци илме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *