Четверг, 10 октября

Паттӑрсем пирӗн хушӑрах

Паттӑрсем пирӗн хушӑрах

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсемпе эпир мухтанатпӑр, мӑнаҫланатпӑр.

Ҫак кунсенче Александровка ялӗнче пурӑнакан Геннадий Воробьева Украина территорийӗнчи ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар тивӗҫне хӑюллӑн та паттӑррӑн пурнӑҫланӑшӑн «Хастарлӑхшӑн» медальпе чысланӑ. Ку наградӑна парасси ҫинчен калакан указа РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи апрель уйӑхӗнчех алӑ пуснӑ пулнӑ, Геннадий Иванович патне вара награда халь кӑна ҫитнӗ.

Ҫамрӑк мар пулсан та, Геннадий Воробьев ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтра айккинче тӑрса юлма пултарайман. 2023 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче вӑл РФ Оборона министерствипе контракт ҫырса салтаксен ретне тӑнӑ. Геннадий Иванович штурм ротин мотострелоксен ҫарне лекнӗ. Авдеевка еннелле тапӑнса пынӑ ҫӗре хутшӑннӑ, малти ретре пулнӑ. Ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне ӑна икӗ хутчен амантнӑ, нумай вӑхӑт вӑл ҫар госпиталӗсенче сипленнӗ. Ҫавӑн пекех Г.Воробьев ҫар ӗҫӗн ветеранӗ статуса та тивӗҫнӗ.

Хальхи вӑхӑтра Геннадий Иванович  ҫӗнӗрен строя тӑнӑ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлет.

Паттӑр ентеше чаплӑ награда илнӗ ятпа чӗререн саламлатпӑр, ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа мирлӗ тӳпешӗн кӗрешнӗшӗн тав тӑватпӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *