Пятница, 20 сентября

Мирлӗ пурнӑҫшӑн пуҫне хунӑ

Мирлӗ пурнӑҫшӑн пуҫне хунӑ

Атте ман вилнӗ вӑрҫӑра,   вӑтӑр виҫҫӗре,

Ӑна пытарнӑ ют ҫӗрте, инҫетре.

,мӗрлӗхех вӑл юлчӗ унта выртса,

Чечексемпе илемлетнӗ   тӑванлӑх масарӗнче.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче совет халӑхӗ пысӑк ҫӗнтерӳ тунӑ. Унта ман атте те хутшӑннӑ, пирӗн пуласлӑхшӑн пуҫне хунӑ. Иван Яковлевич Нюкин вӑрҫӑччен Комсомольски лесничествинче ӗҫленӗ. Вӑл Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1941 ҫулхи июль уйӑхӗнче Комсомольски ялӗнчен фронта тухса кайнӑ. И.Я.Нюкин артиллерист пулнӑ, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Декабрь уйӑхӗнчен пуҫласа Рязань, Тула, Смоленск облаҫӗсенчи ялсене, хуласене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ тытӑҫусене хутшӑннӑ. Вӑрҫӑра кашни самант хӑрушӑ пулнӑ. Аттесем тупӑсене алӑпа туртса пынӑ, пехотӑран юлман. Тӑшман вӑйлӑ персе тӑнӑ вӑхӑтра тупӑсене илсе ҫитерсе фашистсем вут-ҫулӑм тӑкакан точкӑсене пӗтернӗ, пехота валли ҫул уҫса панӑ. Наводчик амансан Иван Нюкин ун вырӑнне хӑй тӑнӑ. Сухиничи патӗнче пехота чакнӑ пулин те, И.Я.Нюкинӑн взвочӗ тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Каҫ пулсан ҫеҫ урӑх ҫӗре куҫнӑ. Ҫак тӑрӑхра 1942 ҫулхине унӑн куҫӗсем ӗмӗрлӗхех хупӑннӑ. Хӑюлӑх, паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн аттене ҫав ҫулах «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ. 2010 ҫулта И.Я.Нюкин лейтенанта «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑлани ҫинчен калакан удостоверение мана ярса пачӗҫ.

Малтанлӑха эпир атте ӑҫта пуҫ хунине, унӑн вилтӑпри хӑш вырӑнта пулнине пӗлмен. Темиҫе ҫул каялла тӗрлӗ ҫӗре ҫырусем ярса унӑн вӑрҫӑри ҫул-йӗрне, ӑна ӑҫта пытарнине пӗлме май килчӗ. Каларӑм ӗнтӗ, 1942 ҫулхи пӗр хаяр ҫапӑҫура И.Я.Нюкин Калуга облаҫӗнчи Сухиничи районӗнчи Середейск поселокӗ ҫывӑхӗнче пуҫне хунӑ. Ӑна унти тӑванла масара пытарнӑ. Архивсем урлӑ шыраса тупнӑ хыҫҫӑн Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче Калуга облаҫне аттен вилтӑпри ҫине ҫитрӗм. Мана вырӑнти влаҫ ҫыннисем тата поселокра пурӑнакансем тарават кӗтсе илчӗҫ. Вилтӑпри ҫине лартнӑ постамент ҫинче аттен ятне курсан чун хурланнипе куҫҫуль тухрӗ. Унта мана та сӑмах пачӗҫ, сӑнӳкерчӗксем турӗҫ.

Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитсе пынӑ май Середейск поселокӗн администраци ӗҫченӗсене аттен вилтӑприне пӑхса тӑнӑшӑн тав туса ҫыру ятӑм. Эпӗ аттепе чӑннипех мухтанатӑп. Мана Р.Рождественский ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисем аса килчӗҫ:

Пусть не все герои, — те, кто погибли, —

Павшим Вечная слава! Вечная слава!

Вспомним всех поименно,

Горем вспомним своим…

Это нужно — не мертвым!

Это надо — живым!

Эпир те, вӑрҫӑ ачисем, ҫав кунсене манмастпӑр. Ҫуркунне ҫӗрулми хирне крахмал пуҫтарма ҫӳрени, хӗрлӗ кӑшман ҫулҫинчен яшка пӗҫерсе ҫини халӗ те асӑмрах. Атте вӑрҫӑра пуҫне хурсан аннене унӑн шинельне ярса пачӗҫ. Анне унран мана валли пиншак ҫӗлеттерчӗ. «Упра, ку аҫу шинелӗ», — тетчӗ анне.

Хаяр ҫапӑҫусенче юн тӑкнӑ, вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ ҫӗршер ҫынна асран кӑлармалла мар. Вӗсем пирӗн пуласлӑхшӑн кӗрешнӗ. Паттӑрсен ят-сумӗ вилӗмсӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсем хальхи ҫамрӑксемшӗн яланах ырӑ тӗслӗх пулччӑр, патриотлӑх туйӑмне вӑйлатчӑр.

Зоя Седова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *