Четверг, 24 октября

Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи

Паянхи статьяра нумаях пулмасть тӗл пулса калаҫнӑ Валентина Кузьминична Яковлева пултарулӑхӗ пирки ҫырса кӑтартасшӑн, хаклӑ вулаканӑм. Вӑл 1954 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче  ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ вӑрҫӑ нушине пула пурнӑҫран ир уйрӑлса кайнӑ. Тӑватӑ ачине ура ҫине тӑратма амӑшне ҫӑмӑлах пулман.

Ҫамрӑк хӗр амӑшӗ пулӑшнипе алӑ ӗҫӗ ҫумне туртӑннӑ, ҫип пӗтӗрме, тӗрӗ тӗрлеме, чӑлха-нуски ҫыхма, ҫӑм арлама часах хӑнӑхса ҫитнӗ. Хӗл кунӗсенче 16 килограмм ҫӑм арласа тӗрлӗ тӗслӗ нуски, кофта ҫыхса пӗртӑванӗсене савӑнтарни те пулнӑ.

Шкул вӗренсе пӗтерсен Валентина Комсомольскинчи «Эмитрон» заводра 5 ҫул хушши вӑй хунӑ. Кунта пӗрле ӗҫлекен юлташӗсем Вальӑна хисепленӗ, яланах ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарса пынӑ.

Часах Ҫӗнӗ Сӗнтӗр хӗрӗ Йӑлмахва каччипе, Петр Николаевичпа, ҫемье ҫавӑрнӑ. Унчченхи вӑхӑтра ҫул ҫӳреме йывӑртарах пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫамрӑк хӗрарӑм, ачаллӑ пулсан, ялта ӗҫ тупнӑ, фермӑна ӗне сума вырнаҫнӑ. Маттур та пултаруллӑскер, малтанхи кунсенчех хӑйӗн ӗҫне юратса пурнӑҫланӑ. Ӑна шанса панӑ ӗнесем сӗт нумай панӑ. Фермӑра ӗҫленӗ вӑхӑтра «Пилӗкҫуллӑхӑн ҫамрӑк гвардеецӗ», «Социализмла ӗҫ ҫӗнтерӳҫи» паллӑсене илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Пилӗк ҫул фермӑра ӗҫленӗ хыҫҫӑн «Знамя» колхоз правленийӗ Валентина Кузьминичнӑна столовӑйӗнче колхозниксем валли апат пӗҫерме шанать. Поварсен курсне вӗренсе тухсан Валя аппа ӗҫе пикенет.  Миҫе ҫул тутлӑ апат ҫитермен-ши вӑл ӗҫлекенсене? Ял халӑхӗ ун ҫинчен паянхи кун та ырӑпа ҫеҫ аса илет. Тивӗҫлӗ канӑва кайичченех юратнӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Поварта вӑй хунӑ чухне те В.Яковлева темиҫе хутчен грамотӑсем илме пултарнӑ. Кайран Валя аппа 12 ҫул хушши фельдшерпа акушер пунктӗнче санитаркӑра та ӗҫленӗ.

Валентина Кузьминичнӑпа тӗл пулса калаҫнӑ чухне «тӗрӗ тӗнчин» алӑкне мӗнле уҫни ҫинчен пӗлме тӳр килчӗ. Пӗррехинче Лиза ятлӑ мӑнукӗ ялти библиотекӑра ирттерекен чӑ-ваш чӗлхи кунне хутшӑнма чӑваш кӗпи кирлине каланӑ, асламӑшне кӗпе ҫӗлесе пама  ыйтнӑ. Паллах, асламӑшӗ хирӗҫлемен. Пуҫне тӑхӑнмалли те туса пама шухӑшланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн чӑваш эрешӗсене тӑвас шухӑш нихӑҫан та пуҫран тухман. Килте упранса юлнӑ кивӗ укҫасенчен тухья, хушпу кӗске вӑхӑтрах хатӗрлесе хунӑ. Мӑй ҫыххипе теветне лавккаран туяннӑ вӗтӗ шӑрҫапа тата тимӗр укҫасемпе илемлетсе тунӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗвӗҫе вӗренни те Валя аппана пурнӑҫра питӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Культура ӗҫченӗсем ыйтнипе икӗ аркӑллӑ чӑваш кӗписем, саппунсем ҫӗлесе панӑ, тӗрлесе илемлетнӗ. Ялти библиотекӑра ирттерекен мероприятисем валли мӗн тӗрлӗ юбкӑсем ҫӗлемен-ши? «Асрах-ха Елчӗк районӗнчен те чӑваш кӗпи ҫӗлеттерме килнӗччӗ», — аса илет пултаруллӑ хӗрарӑм.

«Пирӗн ялта халӑх музейӗ йӗркелеме пуҫланӑ. Йӑлмахвасем ӗлӗкхи пурнӑҫра усӑ курнӑ япаласене пулас музее парнелеҫҫӗ. Эпӗ те хам туса хатӗрленӗ япаласене музея парасшӑн. Пирӗн мӑнуксем, мӑнмӑнуксем чӑвашлӑха упраса малалла аталантарса пырасса шанатӑп», — калаҫӑва вӗҫлерӗ Валентина Кузьминична.

Ҫак кунсенче тӗрӗ ӑсти хӑйӗн 70 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Эпир ӑна чун-чӗререн саламлатпӑр, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

Павел Зайцев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *