Вырма аван пырать

Вырма аван пырать

Августӑн 26-мӗшӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Минзаит Зайнуллин «Асаново»            ЯХПКна ҫитсе вырма ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

Хуҫалӑх ертӳҫи Александр Бахтеров кӑтартусем ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Ҫак вӑхӑт тӗлне кӗрхи тулла — 79 гектар, ҫурхи тулла — 10 гектар, сӗлле 46 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ. Ку ӗҫ малалла пырать, хуҫалӑхра вӑй хуракансем кашни кунпа туллин усӑ курса вырмана вӑраха ямасӑр вӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *