Ялав кунне паллӑ тунӑ

Ялав кунне паллӑ тунӑ

Августӑн 22-мӗшӗнче эпир пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан кашни ҫыншӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунне — паллӑ тӑватпӑр. Раҫҫей ялавӗ — пирӗн ҫӗршыври ӑрусен мухтавӗн символӗ, вӑл ӗҫ паттӑрлӑхне, ҫапӑҫури ҫӗнтерӳсене, ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсене, спортри тата культурӑри ҫитӗнӳсене пӗрлештерсе тӑрать.

Ҫак кун муниципаллӑ округ администрацийӗн волонтерӗсем пурне те триколорлӑ хӑюсем валеҫнӗ, ҫак уявӑн пысӑк пӗлтерӗшӗ ҫинчен аса илтернӗ.

РФ Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ мероприятисем кашни территори уйрӑмӗнчех иртнӗ. Вӗсем вӑхӑтӗнче пуҫтарӑннисем ҫак уявӑн историйӗпе паллашнӑ, триколорӑн кашни тӗсӗ мӗне пӗлтернине аса илнӗ, мӗнле лару-тӑрура РФ ялавне ҫӳле ҫӗклени ҫинчен калаҫнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *