Вторник, 22 октября

Пӗр-пӗрин шухӑш-кӑмӑлне туйма пӗлмелле

Пӗр-пӗрин шухӑш-кӑмӑлне туйма пӗлмелле

Ҫирӗп ҫемье килӗшӳпе юрату, пӗр шухӑшлӑхпа ӑнлану ҫинче тытӑнса тӑрать. Урамра вӑйлӑ ҫил-тӑман алхаснӑ чухне те килте лӑпкӑлӑхпа ӑшӑлӑх хуҫаланни темрен паха. Йывӑрлӑхпа тӗл пулсан пӗр-пӗринчен уйрӑлса ҫемьене аркатма ҫӑмӑл, тӗрлӗ хура-шурне пӑхмасӑр ҫемьене упраса хӑварасси вара чылай йывӑртарах. Ӗмӗр сукмакне нумай ҫул пӗрле такӑрлатакан мӑшӑрсем ҫакна лайӑх пӗлеҫҫӗ. Хырай ,нел ялӗнче пурӑнакан Зайцевсен ҫемье ҫавӑрнӑранпа 56 ҫул. Петр Степановичпа Нина Яковлевна савӑнӑҫне те, хуйхине те пӗрле пайлаҫҫӗ, темле лару-тӑрура та пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ҫинчен «пӗр сывлӑшпа сывлаҫҫӗ» теме пулать% вӗсем иккӗшӗ те — педагогсем.

Ҫак кунсенче ҫемье пуҫӗ юбилейне — 80 ҫул хыҫа хӑварнине — паллӑ тӑвать. Ҫулӗсем нумай пулсан та вӑл халӗ те питӗ активлӑ, кил-ҫурт таврашӗнче ӗҫлеме ҫеҫ мар, обществӑлла ӗҫе хутшӑнма та, сцена ҫине тухма та ӗлкӗрет.

Петр Зайцев Хырай ,нел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫак ялтах 7 ҫул вӗренмелли шкул пӗтернӗ, шкул хыҫҫӑн пӗр ҫул «Искра» колхозра вӑй хунӑ. Каччӑн питӗ малалла вӗренес килнӗ, ҫавӑнпа та вӑл пӗлӗвне тарӑнлатас ӗмӗтпе Комсомольски вӑтам шкулне вӗренме кайнӑ. Вӑтам пӗлӳ илсен Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫласа салтак атти тӑхӑннӑ, Германире танкист пулса службӑра тӑнӑ.

Таврӑнсан пултаруллӑ ҫамрӑка Хырай ,нел культура ҫурчӗн заведующийӗнче ӗҫлеме сӗннӗ. Юрра-ташша ӑстаскер, 5 ҫул ҫак ӗҫре вӑй хунӑ. 1971 ҫулта Хырай Ӗнел шкулӗнче музыка предметне вӗрентме пикеннӗ. Юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе тата та ҫывӑхрах туслашас, ку енӗпе пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе Петр Степанович Ленинградра хормейстера вӗренет, Хусанти педагогика институчӗн музыкӑпа педагогика факультетӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ илет. 1990—1997 ҫулсенче вӑл шкул директорӗнче вӑй хурать. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ — 40 ҫул, ҫав шутра педагогика стажӗ 35 ҫулпа танлашать.  

Петр Степановичӑн ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн панӑ наградӑсем нумай. Унӑн В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа панӑ «За доблестный труд» медаль, Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн Хисеп грамоти тата ытти тӗрлӗ шайри грамотӑсемпе тав хучӗсем пур. 1989 ҫулта Петр Зайцев Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята та тивӗҫнӗ.

Кил вучахӗн управҫи Нина Яковлевна та ӗмӗрне педагогикӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Асанкассинче ҫуралса ӳснӗскер, Канашри педагогика училищинче пӗлӳ илнӗ, унтан Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче кӗҫӗн классен учителӗнче ӗҫлеме пикеннӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах куҫӑмсӑр майпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Вырӑс чӗлхи тата литератури» специальноҫа алла илнӗ. Хыҫҫӑнах ачасене ҫак предметсене вӗрентме пикеннӗ. Активлӑ та пултаруллӑскере 1984 ҫулта шкул тилхепине шанса панӑ, 1990 ҫулччен вӑл шкул директорӗнче ӗҫленӗ.

Нина Яковлевна — ӗҫ ветеранӗ, халӑх ҫутӗҫ отличникӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ. Вӑл обществӑлла ӗҫре яланах хастарлӑхпа палӑрса тӑнӑ: Александровка ял тӑрӑхӗн депутачӗ, ялти хӗрарӑмсен совечӗн председателӗ, агитатор, политика кружокӗн ертӳҫи пулнӑ. Паянхи кун та вӑл политика лару-тӑрӑвӗпе, пурнӑҫри улшӑнусемпе интересленсех тӑрать.

Зайцевсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, вӗрентсе кӑларнӑ. Халӗ вӗсем Мускавра пурӑнаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшне ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.

— Ҫемьере пӗр-пӗрин шухӑш-кӑмӑлне туйма, ӑнсӑртран сиксе тухакан ӑнланманлӑхсене пӗрле калаҫса татса пама пӗлмелле, пӗр тӗллев патне ӑнтӑлмалла. Вара ҫемье те ҫирӗп пулать, йывӑрлӑхсем те хӑратмаҫҫӗ, — теҫҫӗ Зайцевсем ҫамрӑксене пиллесе.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *