Вторник, 22 октября

Ҫӗнӗ пулӑшу мери йышӑннӑ

Ҫӗнӗ пулӑшу мери йышӑннӑ

Республикӑра пурӑнакан нумай ачаллӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ачасене шкула хатӗрлеме пӗр хутчен тӳлев пама йышӑннӑ. Вӑл кашни ачана валли 12860 тенкӗпе танлашать. Ҫакна валли республика бюджетӗнчен 34 миллион та 284 пин тенкӗ уйӑрнӑ. 

Ҫак тӳлеве илес тесен нумай ачаллӑ ашшӗн е амӑшӗн ЧР Социаллӑ портал урлӑ е нумай функциллӗ центра пырса заявлени ҫырмалла. Заявление 5 ӗҫ кунӗнче пӑхса тухаҫҫӗ. Тӳлеве ҫемьери вӑтам тупӑш республикӑри пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен сахалрах пулсан ҫеҫ параҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *