Вторник, 22 октября

Сӑпас ҫимӗҫпе пуян

Август уйӑхӗ тӗрлӗ пахчаҫимӗҫпе, улма-ҫырлапа ҫеҫ мар, Сӑпас уявӗсемпе те пуян. Ҫак уйӑхра эпир виҫӗ Сӑпаса паллӑ тунине кура Хирти Шӑхасан ялӗнче «Виҫӗ Сӑпас — виҫӗ запас» мероприяти ирттернӗ.

Уява пуҫтарӑннӑ ял халӑхне Аслӑ Ҫӗрпӳел ял библиотекин библиотекарӗ Галина Родионова, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующийӗ Елена Яковлева саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Территори уйрӑмӗн тӗп специалист-эксперчӗ Александр Иванов та саламсем ҫумне хутшӑнса уявра кӑмӑлтан савӑнма суннӑ.

Мероприятие хутшӑнакансене Пыл, Панулми тата Мӑйӑр сӑпасӗсене хӑҫан тата мӗнле уявланипе, халӑх йӑли-йӗркисемпе паллаштарнӑ, Сӑпас уявласси ӑҫтан пуҫланса кайни ҫинчен каласа панӑ. Ачасем те, ҫитӗннисем те Сӑпас уявӗсемпе ҫыхӑннӑ каларӑшсене тата ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ. Малалла вӗсем илемлӗ концерт программипе савӑннӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» фольклор  ансамблӗ хаваслӑ юрри-ташшипе уява чӑннипех те илем кӗртнӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем — паянхи кун геройӗсем. Уявра хальхи вӑхӑтра Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен ентешсене те аса илнӗ. Вӗсене халалласа Елена Яковлева патриотла юрӑ шӑрантарнӑ.

Мероприяти вӗҫӗнче уява пуҫтарӑннисем пылпа чей ӗҫнӗ.

Александр ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *