Четверг, 19 сентября

Яла илем кӗртеҫҫӗ

Яла илем кӗртеҫҫӗ

Ҫак кунсенче хам ҫуралса ӳснӗ яла — Йӑлмахвана — ҫитме тӳр килчӗ. Ялта пурӑнакан шӑллӑм, Алексей Дмитриев патне шӑнкӑрав ятӑм. Вӑл килте мар, хамӑр вӗреннӗ шкул вырӑнӗнче иккен.

Унта пырса чарӑнсанах трактор шавӗ илтрӗм. Ку вырӑнта пуҫламӑш классенче вӗренмелли кивӗ шкул 1984 ҫулччен ларнӑ, ӑна пӑснӑ та  пристрой туса хунӑ. Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм. 40 ҫул тӗкӗнмен ӗлӗкхи шкул вырӑнӗнче халӗ хӗрӳ ӗҫ пырать: асар-писер шӑтса алхасса кайнӑ вӗренесене касса тирпейленӗ, лаша лавӗпе тиесе илсе кайнӑ. Эпӗ пырса курнӑ вӑхӑтра кирпӗч купине МТЗ тракторпа вӑр-вар салатса ҫул туса та хучӗҫ.

Ялти пултаруллӑ ҫынсем пуҫтарӑнса канашланӑ та ҫак вырӑна тирпей-илем кӗртме шутланӑ иккен. Хӑйсем вӗреннӗ шкул вырӑнне асӑну палли лартнӑ. Хам та ҫак шкултах 4 класс вӗренсе тухнӑ. Асрах-ха, 6-мӗш е 7-мӗш класс хыҫҫӑн ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче пӗчӗк ачасене валли ясли-сад йӗркеленӗччӗ, эпир Нина Волковӑпа нянькӑсем пулса та ӗҫленӗччӗ. Ку вырӑнта вара халь Тӑван ҫӗр-шыв хӳтӗлевҫисен паркне тума калаҫса татӑлнӑ. Кӗркунне йывӑҫсем лартасшӑн. Спорта юратакансем волейбол площадки тума ӗмӗтленеҫҫӗ. Н.Смирнов ГСВГ ветеранӗсемпе пӗрле укҫа-тенкӗ пуҫтарса палӑк лартма заказ тунӑ. Ҫавӑн пекех пуҫаруллӑ ҫынсем пограничниксене, авиаторсене асӑнса палӑк тӑвасшӑн. Паркра, паллах, ларса канмалли саксем те пулаҫҫӗ. Ял ҫыннисем ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрессе шанаҫҫӗ.

Ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнакансене пурне те тав сӑмахӗ калас килет. МТЗ тракторпа ӗҫсем тума пулӑшакан А.Чернова, ял старостине   А.Дмитриева, Г.Смирнова,   А.Дмитриева, Канаш хулинче тӗпленнӗ А.Рыжова, Комсомольскинче пурӑнакан икӗ Николай Смирновсене, И.Смирнова, В.Албутова, Л.Миронова, В.Смирнова,  В.Дмитриева тата ыттисене пурне те тав сӑмахӗ каласшӑн. Ялтан тухса кайнӑ юлташсене тӑван яла манманшӑн, яланах пулӑшма хатӗр пулнишӗн, ҫавӑн пекех кунта ӗҫлекен хастарсен ҫемйисене пурне те тав. Ҫак вырӑна карта тытса илем кӗртнӗ, материалӗсемпе П.Зайцев пулӑшнӑ, вӑлах ҫакӑнти ӗҫсене йӗркелесе ертсе пырать. Ӑна та тӑван ялшӑн тӑрӑшнӑшӑн пысӑк тав.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паркӗ уҫӑласса шансах тӑратпӑр.

Людмила Тихонова. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *