Четверг, 19 сентября

Пӗрлешнӗренпе — аллӑ ҫул

Пӗрлешнӗренпе — аллӑ ҫул

Ҫак кунсенче Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина тата Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторӗ Анна Можаева Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Ипатьевсене ҫемье чӑмӑртанӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ.

Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн ятӗнчен юбилярсене «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе наградӑланӑ. Чечек ҫыххисемпе тата парнесемпе саламласа хӑнасем юбилярсене тата нумай ҫул килӗштерсе пурӑнма, сывлӑхлӑ пулма суннӑ.

Василий Фадеевичпа Людмила Феоктистовна 3 хӗр: Надежда, Вера тата Любовь ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсем 11 мӑнукӗпе тата 2 мӑнмӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ. Ипатьевсем савӑнӑҫне те, хуйхине те пӗрле пайлаҫҫӗ, йывӑр вӑхӑтра яланах пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑнта пытанать те ӗнтӗ вӗсен ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *