Пятница, 18 октября

Уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ

Уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ

Выльӑх-чӗрлӗхе тулӑх тӑрантарас, унран продукци илес тесен ҫу кунӗсенчех тӑрӑшмалла. Ҫителӗклӗ утӑ, сенаж, фураж хатӗрлемелле. Ҫакна ял хуҫалӑх предприятийӗсен ӗҫченӗсем лайӑх ӑнланаҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

 «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче те ҫавӑн пекех. Кунта июлӗн 3-мӗшӗ тӗлне 280 тонна утӑ, 900 тонна сенаж хатӗрленӗ.

Нумай ҫул ӳсекен курӑксене ҫулнӑ ҫӗрте  Александр Яковлев механизатор тӑрӑшать. Юрий Григорьев, Анатолий Григорьев, Игорь Пурлушкин, Решид Гибатдинов, Ильфат Низамутдинов водительсем хиртен  симӗс массӑна турттарса тӑраҫҫӗ.

Килнӗ курӑка Валерий Скворцовпа Геннадий Трофимов трактористсем  таптаса пусӑрӑнтараҫҫӗ. Эмир Гафуров учетчик  шута илсе пырать.

Утӑ хатӗрленӗ ҫӗрте те ҫав механизаторсемпе  водительсемех тӑрӑшаҫҫӗ. 

Юрий ГАВРИЛОВ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *