Четверг, 19 сентября

Паттӑр салтак пулнӑ

Паттӑр салтак пулнӑ

Унӑн ячӗ Астӑвӑм кӗнекинче те ҫук. Аслӑрах ӳсӗмрисем Леонид Никитич Козлова пянхи кун та асра тытаҫҫӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл тӑван колхозра  платник пулса ӗҫленӗ, хуҫалӑхри чылай объекта хута яма хутшӑннӑ. Шӳтлеме юратаканскерпе  ӗҫлеме питӗ кӑмӑллӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра  пулсан та вӑл вӑхӑтсем пирки каласа пама юратман вӑл. Чӑннипе ун шӑпи йывӑр пулнӑ. Мӗн чухлӗ асап тӳсме тивнӗ унӑн.

Вӑл Шурут ялӗнче 1912 ҫулта ҫуралнӑ. Шкулта 2 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн  унӑн малалла вӗренме май килмен пулӗ. 1934 ҫулта вӑл Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Унта хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Яла таврӑнсан  тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ.

Ҫынсен нумай ӗмӗтне татса Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Леонид Никитич вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенче тенӗ пекех фронта тухса кайнӑ. Документсем каласа панӑ тӑрӑх вӑл 1941 ҫулхи  июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа  июлӗн 21-мӗшӗччен  Хӗвеланӑҫ фрончӗн Могилев енчи ҫапӑҫӑвӗсенче пулнӑ. Нимӗҫ фашисчӗсем Мускав хули патнелле талпӑннӑ. Кашни татӑк ҫӗршӗн кӗрешме тивнӗ. Тӑшман пысӑк вӑйсемпе тапӑнса пынӑ. Л.Козлов службӑра тӑракан  часть йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ, вӗсене тӑшмансем ҫавӑрса илнӗ. 1941 ҫулхи августӑн 2-мӗшӗнче Леонид Никитич  Борисов хулинче  плена лекет. Тыткӑнра сахал мар асапланнӑ хыҫҫӑн  унӑн тарма май килет. Тарни ҫеҫ мар, ӑҫта та пулин вырӑн тупмалла. Вӑл вӑрман тӑрӑх  ҫӳресе партизансен отрядне лекет. Ун характеристикинче  грузчик-шофер тесе ҫырнӑ та Л.Козловӑн  вӑл енӗпе ҫеҫ ӗҫлеме тивмен  ӗнтӗ. Йӗри-тавра фашистсем пулнӑ. Суворов ячӗллӗ партизан отрячӗ тӑшмансене сӑтӑр тӑвас тесе тӑтӑшах вӑрмантан тухса тӗрлӗ операцисем ирттернӗ. Вӗсене, паллах, Л.Козлов  та хутшӑнмасӑр юлман. Пирӗн ентеш авиабомба ҫурӑлнипе  йывӑр контузи те илнӗ.

 Вӑл партизан отрядӗнче мӗн  тунине документ ҫирӗплетет. «Леонид Никитич Козлов Суворов ячӗлллӗ  партизан отрядӗнче пулса нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ кӗрешес енӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Взвод, ун йышӗнче Л.Козлов та пулнӑ, нимӗҫсем ҫине хӑвӑрт тапӑнса тӑшманӑн 12 салтакӗпе офицерне плена илнӗ. Пӗрре мар  яваплӑ операцисене хутшӑнса хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ». Ҫапла ҫырнӑ  ун пирки панӑ характеристика хучӗ ҫине.

Л.Козлова 1944 ҫулта «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальпе наградӑланӑ.

Тыткӑна лекнисем пирки халӑх хушшинче шухӑш-кӑмӑл тӗрлӗрен. Сутӑнчӑксем те пулнӑ вӗсен хушшинче. Анчах та Леонид Никитич тыткӑнран тарма, партизансемпе хутшӑнса тӑшмана хирӗҫ кӗрешме вӑй, хӑюлӑх ҫитерме пултарнӑ. Тыткӑнра пулнипе те вӑл вӑрҫӑ ҫинчен ытлашши калаҫма юратман.

Л.Козловӑн  тӑванӗсем унпа чӑннипех те мухтанма пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫеҫ мар, Шурут территори уйрӑмӗнче пурӑнакансемшӗн те, округра пурӑнакансемшӗн те вӑл паттӑр салтак.

Ульяна Наумова,

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *