Четверг, 19 сентября

Хисеплӗ кинемей  — 90 ҫулта

Хисеплӗ кинемей  — 90 ҫулта

Хирти Шӑхасан  ялӗнче пурӑнакан Василиса Карсакова июнӗн 17-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ.

Василиса Максимовна Хирти Шӑхасан ялӗнче йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ачалӑхӗ унӑн хаяр вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсене лекнӗ. Ашшӗне вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта илсе кайнӑ, вӑл ҫав ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. 7-мӗш класс пӗтерсен хӗр ялти фермӑра сурӑхсем пӑхнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. «Ҫамрӑк пулсан та мӗн вӑй ҫитнӗ таран ӗҫленӗ, сурӑхсем пӑранланӑ  вӑхӑтсенче сахал мар фермӑра ҫӗр каҫнӑ. Пӗр ҫулхине колхоз правленийӗ лайӑх ӗҫленӗшӗн мана 12 путек парса хавхалантарнӑччӗ», — аса илет ватӑ.   

Хӗр пӗве кӗрсен пур ҫӗрте те маттур пикене ял каччи Федор Карсаков куҫ хывать. 1960 ҫулта ҫамрӑксем мӑшӑрланаҫҫӗ, тӗп киле юлса ҫӗнӗ ҫурт лартаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх  валли хуралтӑсем ҫавӑраҫҫӗ. Василиса аппа «Красный Октябрь» колхозӑн бригадинче мӗн пенсие тухичченех тӑрӑшнӑ. Ҫемье пуҫӗ Федор Иванович  нумай ҫул комбайнерта ӗҫленӗ, ывӑлӗсене те каникул вӑхӑтӗнче хӑйӗнпе пӗрле илсе ҫӳресе механизатор ӗҫне хӑнӑхтарнӑ. 

Килӗшӳпе юратура мӑшӑр виҫӗ ывӑл ҫуратса пӑхса ӳстернӗ, вӗрентсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ачисем пурте ҫемьеллӗ. Аслӑ ывӑлӗ Вячеслав ҫемйипе  Рязань хулинче тӗпленнӗ, «Ростелеком» пӗрлешӳре инженер-связистра тӑрӑшать. Кӗҫӗн ывӑлӗ Ваня  тӗп килте ҫемйипе амӑшӗпе пӗрле пурӑнать, нумай ҫул механизаторта вӑй хурать. Вӑл 1987—1989 ҫулсенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра  Афганистан  вӑрҫине хутшӑннӑ, унти хастарлӑхшӑн «За отвагу» тата «За боевые заслуги» медальсене тивӗҫнӗ. 

Ачисем амӑшне тӗ-рӗс-тӗкел пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн тав тӑваҫҫӗ,  яланах ӑна юратни, хисеплени ҫинчен пӗлтерме васкаҫҫӗ.  Василиса  аппана 8 мӑнукӗ тата 5 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ.

Василиса Максимовнӑна  ҫак сумлӑ юбилейпе Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Орешкин, Комсомольски округӗн депутачӗ Александр Тихонов саламланӑ, парнесем парса чысланӑ. 

«Василиса аппа, эсир пирӗншӗн, хальхи ӑрушӑн, — тӗслӗх, хисепе тивӗҫлӗ ҫын. Эпир сирӗнпе чӑннипех мухтанатпӑр. Сывлӑхӑр ан хавшатӑр, ачӑрсемпе мӑнукӑрсен, ҫывӑх ҫыннӑрсен чун-чӗре ӑшшине туйса тӑрӑр, малашне те сирӗн килте килӗшӳ хуҫалантӑр», — палӑртнӑ саламлакансем.

Вырӑнти культура ӗҫченӗсем, ҫывӑх тӑванӗсем юбиляра саламласа  хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ.

Уяв вӗҫӗнче  Василиса Максимовна хӑйне ҫакӑн пек хисеп тунӑшӑн пурне те тав туса сывлӑх суннӑ.

А.ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *