Ҫӗнӗ кӗнекепе паллашнӑ

Комсомольскинчи тӗп библиотекӑн хӑтлӑ та илемлӗ вулав залӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Елена Свинина вӗрентекенӗн «А тишина у каждого своя…» сӑвӑсен иккӗмӗш пуххин презентацийӗ иртнӗ.

Тӗл пулӑва уҫса пуҫтарӑннисем валли ҫурта ҫутнӑ. Ку вӑл — поэзи каҫӗн символӗ. Библиотека ӗҫченӗсем Валентина Боровкова тата Вера Горбунова Елена Сергеевнан пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панӑ, унӑн чунӗнчен шӑранса тухнӑ сӑввисенчен хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӗнеке тухни ҫинчен пӗлтерсе буктрейлерпа паллаштарнӑ.

Презентацие Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова хутшӑннӑ. Вӗсем Елена Сергеевнӑна сӑвӑсен пуххи тухнӑ ятпа саламласа хавхалану, ырлӑх-сывлӑх, малашне те пултарулӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Елена Свинина пуҫтарӑннисене хӑйӗнпе паллаштарнӑ, пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ, унтан ҫӗнӗ кӗнекене кӗнӗ хӑш-пӗр сӑввине вуланӑ. Курма пынисем вӗсене хумханса та тӗлӗнсе итленӗ, тата та ҫӗнӗ сӑвӑсем ҫырса халӑха савӑнтарма суннӑ.

Георгий Печников гитара каласа юрласа тӗл пулӑва тата та илемлетнӗ.

Презентаци килти пек ӑшӑ та хӑтлӑ лару-тӑрура иртнӗ. Поэзипе ҫывӑххӑн паллашни куракансен чунӗсенче тарӑн йӗр хӑварнӑ, вӗсен тавракурӑмне пуянлатнӑ.

Светлана ГРИГОРЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *