Раҫҫейре «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» («Производительность труда») наци проекчӗ 2019 ҫултанпа ӗҫлет. Чӑваш Республики унта проекта пуҫарса ярсанах ҫӗршыври малтанхи регионсенчен пӗри пулса хутшӑнма тытӑннӑ. Чӑваш Енре «Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе ситемӑллӑ мерӑсем» тата «Предприятисенче ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме адреслӑ пулӑшу парасси» проектсем вӑя кӗрсе пыраҫҫӗ.
«Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» наци проекчӗн тӗллевӗсенчен пӗри ҫӗршывра чӗртавар кӑларассипе ҫыхӑнман вӑтам тата пысӑк предприятисен производствине 5 процент таран ӳстересси пулса тӑрать. Ҫӗнӗ технологисене алла илсе ӗҫ вырӑнӗсене модернизацилесси, ӗҫлекенсен пӗлӗвӗпе квалификацине ӳстерсе пыма майсем туса парасси. Ку проекта Раҫҫейри регионсенчи тирпейлекен, ял хуҫалӑх, транспорт, строительство, суту-илӳ отраслӗсенчи 6 пине яхӑн предприяти хутшӑнать.
Проект ӗҫне регионти компетенци центрӗ йӗркелесе пырать. Вӑл предриятисене ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме май паракан факторсемпе усӑ курас тӗлӗшпе пулӑшма тӑрӑшать. Чӑваш Республикинче «Фабрика процессов» тата «Лидеры производительности» программӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
«Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» наци проекчӗн 2024 ҫулхи регионти тӗллевӗсем пысӑк. Проекта утмӑлтан кая мар предприятие явӑҫтармалла. Предприятисен ӗҫ тухӑҫлӑхне 5 процент таран ӳстермелле. Ҫак тӗллевпе наци проекчӗ туса паракан майсемпе анлӑн усӑ курмалла. Проекта хутшӑнакан 14 предприятири 118 сотрудника федераллӑ управленин, 22 предприятири 232 сотрудника регионти управленин, 24 предприятири 200 сотрудника хӑйсем тӗллӗн вӗрентсе хатӗрлемелле.
Ҫӗршыври предприятисем тухӑҫлӑ ӗҫлеме пуҫласан, вӗсем пӗтӗм тӗнче шайӗнче конкуренцие чӑтма пултарсан Раҫҫей малалла аталанӗ. Туса кӑларакан продукци пахалӑхлӑ пуласси чи малтанах ӗҫлекенсен квалификацийӗпе пӗлӗвӗнчен нумай килет. Вӗренсе хатӗрленнӗ, тавракурӑмне ӳстернӗ специалист ҫӗнӗ шухӑшсем пама, малта пыракан технологие алла илме те пултарать. Предприятисене малалла аталанма, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме ҫӗршыв пулӑшма хатӗр. «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» наци проекчӗ шӑпах та ҫав тӗллевпе ӗҫлет те.